Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент журналистсемпе тĕл пулнă

11 декабря 2010 г.

Президент журналистсемпе тĕл пулнă Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăннăранпа 100 кун çитрĕ. Çавна май вăл республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. МИХ ĕçченĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене республика Президенчĕ тулли хуравсем пачĕ. "100 кун тĕплĕ отчет тата пĕтĕмлетỹсем тума çителĕксĕр вăхăт, - терĕ Президент пресс-конференци пуçламăшĕнче. - Анчах пирвайхи утăмсене хак пама пулать". Михаил Васильевич шухăшĕпе çак вăхăт Чăваш Республикин Президенчĕн куçĕпе пĕтĕм ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашма, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле ĕçленине тишкерсе тухма, республикăри бизнес мĕнле аталаннине хак пама, обществăпа политика организацийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулма, вĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли çул-йĕре палăртма, ахаль граждансемпе тĕл пулса вĕсен нушисене ăнланма кирлĕ пулнă. Çак тапхăртах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттернĕ, сити-менеджерсене суйласа илнĕ. Çапла вара пĕр харăсах темиçе тĕрлĕ ĕçпе ĕçлеме тивнĕ. Кадрсем пирки каланă май, Президент ăна йĕркелесе çитерни, вăл ĕçлеме пултарни çинчен пĕлтерчĕ. Республикăра влаç вакуумĕ пулман та, пулмĕ те. Кадрсене вăл компентентлăха, тỹрĕ кăмăллăха кура хаклать. Михаил Васильевич Раççей Правительствин ларăвне хутшăнни çинчен каласа пачĕ. Унта сỹтсе явнă ыйтусенчен чи пĕлтерĕшли çĕр-шыври монохуласене пулăшасси пулнă. Çак программăна кĕртнĕ хуласен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкар та пур. Федераци бюджетĕнчен спутник-хулана 870 млн тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулинчи тасатмалли сооруженисене реконструкци тума, вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарма, нумай хваттерлĕ çуртсене юсама, çамрăк çемьесене пулăшма, ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕсене татса пама каять. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласси коммуналлă тарифсем ỹсессине чарса лартассинчен пуçланчĕ. М.Игнатьев палăртнă тăрăх, хваттерсенче пурăнакансенчен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ республика бюджетĕнчен тăкаксене саплаштарма субсиди илет. Çитес çул та сахал тупăшлă çемьесене çак субсидие пама пăхса хăварнă. Хаксем ỹсесси энерги парса тăракан монополистсем хаксене тĕнче шайне çитерме тăрăшнипе çыхăннă. Çавăнпа энерги перекетлекен хатĕрсемпе усă курмалла, управляющи компанисен ĕçне лайăхлатмалла. Хальлĕхе вĕсен яваплăхĕ пĕчĕк. Президент патне çуллахи шăрăх çанталăка пула шар тỹснĕ ял çыннисене мĕнле пулăшу пани çинчен ыйту пулчĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене патшалăх тĕрлĕ енĕпе пулăшать, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене патшалăх пулăшаймасть. Анчах регион шайĕнче пулăшас кăмăл пур иккен. Ĕç укçи пирки те ыйту пулчĕ. Вăл Чăваш Республикинче пĕчĕк, ĕç укçин вăтам виçипе Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăнта. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çут çанталăк пуянлăхĕсем пулманни те ура хурать. Çавăнпа та ĕç тухăçлăхне ỹстермелле. Ĕç укçи потребитель хакĕсемпе пĕр пекрех пулмалла. "Потребитель хакĕсене те 11-12-мĕш вырăнта тытмалла - акă мĕнлерех тĕллев. Çакă тĕрĕс пулать", - терĕ Президент. Чăвашлăха, наци культурине аталантарас енĕпе те ыйтусем сахал мар пулчĕç. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: Президент чылай ыйтăва чăвашла хуравларĕ. Залра ларакан журналистсенчен вырăсла куçармалла-и тесе ыйтсан куçарма хистекен пулмарĕ. Сăмах май, министрсем, ытти ертỹçĕсем чăвашла пĕлмелле-и тесе ыйтсан Михаил Игнатьев Президентăн шухăшĕ çакнашкал пулчĕ: вĕсене чăвашла пĕлнĕ тăрăх кăна хакламалла мар, культура, ял хуçалăх министрĕсен вара чăвашла пĕлмеллех, терĕ: "Вĕсен ял çыннисемпе хутшăнмалла. Пирĕн Лизакова та, Павлов та чăвашла лайăх пĕлеççĕ". "Чăваш наци телевиденийĕ хăçан йĕркеленет?" Темиçе çул каялла Чăваш наци радио ĕçлеме пуçларĕ-ха. Анчах телевидени йĕркелесси унран чылай хаклăрах. Çавăнпа бюджет хăй кăна вăй çитерес çук. Президент ку ĕçе бизнеса, пуян организацисене явăçтарни вырăнлă пулнине палăртрĕ. Çамрăксен театрĕн хăйĕн çурчĕ çук. Ыйтăва Культура министрĕ Р.Лизакова хуравларĕ. Театр çуртне тума пăхман, вăл питĕ пысăк хака ларать иккен. Çавăнпа Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕн пĕчĕк залне театр валли реконструкци тăвас ыйтăва татса пама пулать. Журналистсем "Чăваш Ен - пирус туртмасть" проект çине мĕнле пăхнипе те интересленчĕç. М.Игнатьев палартнă тăрăх правительство членĕсенчен пĕри те пирус туртмасть, халĕ министрсен çумĕсем, район ертỹçисем хушшинче пирус туртакансем миçе çын пулнине тишкереççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенчен ыттисем тĕслĕх илеççĕ. Икĕ сехет хушшинче журналистсем Президента 40 ытла ыйту пачĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем - "Çамрăк çемье" программа мĕнле пурнăçланса пыни, вăрттăн ĕçлекен вăйă автомачĕсем, çул çỹремелли йỹнĕ билетсем, чăваш литературине тата район хаçачĕсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен тата ыттисем те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика