Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхран тухма пулăшать

08 декабря 2010 г.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çирĕплетес, ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене хавхалантарас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр обществăлла ĕçсем йĕркелет. Малтан халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç паракансемпе килĕшỹсем çирĕплетет. Обществăлла ĕçсене хутшăнакансене ĕç паракансем Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн шалу тỹлеççĕ. Халăха ĕçе вырнаçтарассинчи мероприятисене пурнăçлама патшалăх та укçа-тенкĕ парса пулăшать, çавна май граждансене ĕçшĕн тỹлессин пĕр пайне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хăй çине илет. Обществăлла ĕçсене хутшăннă тапхăрта гражданина ĕçсĕррисене тỹлекен пособин чи пĕчĕк виçинчен кая мар, çавăн пекех икĕ хутĕнчен ытлашши мар укçа тỹлеççĕ. Çапла майпа обществăлла ĕçе хутшăнни ĕçсĕр гражданина укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе хавхалантарать, тепĕр енчен, обществăшăн кирлĕ çын пулнине туйма, ăнланма май парать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. Халăха ĕçпе тивĕçтерессинчи ятарлă программăна пурнăçласа предприятисемпе тата организацисемпе 103 килĕшỹ (578400,00 тенкĕлĕх) çирĕплетнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа обществăлла ĕçсене пурнăçлама 316 çын хутшăннă, çав шутран 37-шĕ(12 проценчĕ) 16-29 çулсенчи çамрăксем. Обществăлла ĕçсене ытларах хĕрарăмсем (68 процент) хутшăннă. Н.Бикулов хресчен(фермер) хуçалăхĕнче - 41, А.Леонтьев уйрăм предприниматель патĕнче - 29, "Элекçей Тимешри кирпĕч завочĕ" сахал яваплă юлташлăхра - 15, А.Васильев, В.Воробьев хресчен(фермер) хуçалăхĕсенче 15 - 13, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлеме 124 çын вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Н.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕпе иртнĕ çулсенчен тытăнсах тачă çыхăнса, килĕштерсе ĕçлет. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем кунта вăхăтлăх обществăлла ĕçсене пурнăçланă, акана, вырмана хутшăннă. А.Леонтьев уйрăм предприниматель вара 29 çынна çĕвĕ цехне ĕç тумтирĕ çĕлеме ĕçе илчĕ. Обществăлла ĕçсене йĕркелени - кирлĕ, усăллă. Вăл çынсене çăмăл мар лару-тăрура йывăрлăхран тухма пулăшать, малашлăха курса пурăнма хавхалантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика