Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсене манмаççĕ

08 декабря 2010 г.

Вĕрентекенсене манмаççĕ

 Учитель çулталăкне халалласа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăра пенсие кайиччен ачасене вĕрентсе воспитани панă хисеплĕ ветерансемпе тĕл пулу иртрĕ. Малтанах ĕнерхи педагогсем вулавăша килнĕ çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç. Кĕнеке тусĕсем халĕ те библиотекăна килсех çỹреççĕ. Чи малтанах педагог-ветерансен умĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин тухса калаçрĕ. Унтан В.Краснова, Т.Шелтукова, Р.Федорова шкул пурнăçне ытарлăн аса илчĕç, тепĕр хут çамрăклăх килес пулсан пур пĕрех вĕрентекен профессине суйласа илессине уççăн пĕлтерчĕç. Уявра хаваслă юрă-кĕвĕ те сахал мар шăранчĕ. Ĕнерхи учительсем юрă ăстисем. Римма Ивановна Федорова шкулта музыка вĕрентнĕ. Вăл баян тăсса ярсан никам та пусăрăнчăк кăмăлпа лараймĕ. Унăн вĕренекенĕсем  - С.Красновпа А.Сурков паян культура ĕçченĕсем. Хăйсен вĕрентекенĕсене саламлама вĕсем те килнĕ. Тăватă ача çуратнă Е.Баринова тĕл пулура тантăшĕсене саламласа хăй çырнă сăвва вуласа пачĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика