Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмаççĕ

08 декабря 2010 г.

Шкул пурнăçĕпе çыхăннă пулăмсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Манас çук пĕрле ĕçленĕ юлташсене. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнтăмăр: Людмила Павловна Данилова, Валерия Алексеевна Ефремова, Полина Кирилловна Салмина, Фаина Алексеевна Горелова, Антонина Михайловна Павлова. Вĕренỹ ĕçĕнчи кулленхи ыйтусене яланах пĕрле сỹтсе яваттăмăр. Экзаменсем вăхăтĕнче ачасем çырнă сочинени-изложенисене те пĕрлех тĕрĕс-леттĕмĕр. Хамăр вĕренекенсен пĕлỹ шайĕ ỹссе пынипе савăнаттăмăр. Асăннă вĕрентекенсенчен чылайăшĕ халĕ тивĕçлĕ канура, пĕр-пĕринпе час-часах курнăçаймастпăр пулин те, телефонпа шăнкăравласа калаçма, сывлăх çинчен ыйтса пĕлме майне тупатпăрах. Пĕр-пĕрне манманни, куç тĕлне туни те мĕн тери савăнăç! Тата мĕн кирлĕ пире?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика