Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти ятлă ватă

08 декабря 2010 г.

 Çирĕклĕ Шăхаль тата Мучар ялĕсенче маттур, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Мучар ялĕнчи Сильвестр Николаевич Краснов. Питрав уявĕнче 76 çулхи ĕç ветеранне "Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни" ят парса чысларĕç. Силюк тете, ялта эпир ăна çапла чĕнетпĕр, çак ята чăннипех тивĕçлĕ. Сильвестр Краснов 1934 çулта çуралнă, çамрăклах тăлăха тăрса юлнă. Унăн ашшĕне, тĕрĕслĕхе çиеле кăларас тесе тăрăшаканскере, ултă çуллăха тĕрмене хупнă. Ял çынни Яков Савельевич Савельев пулăшнипе, вăл ун чухне милицире ĕçленĕ, тĕрĕслĕхе çиеле кăларнă. Ултă уйăхран унăн ашшĕ яла таврăннă. Арăмĕ чирлесе çĕре кĕнĕ хыççăн вăл иккĕмĕш хут авланнă. Пурĕ сакăр ача, Силюк тете улттăмĕш пулнă. Ачасене çăкăрсăр хăварас мар тесе ялти 4 çемье, çав шутра Красновсем те, Свердловск облаçне ĕçлеме тухса каяççĕ. Силюк тете ашшĕ ĕçрен ỹркенсе тăракан йышши пулман, ĕçне те çийĕнчех тупнă. Çĕрлехи вăхăтра пĕр разъездра чукун çул пăхса тăракан пулса ĕçлеме тытăннă. Амăшĕ çăпата питĕ илемлĕ хуçма пĕлнĕ, вĕсене лашапа тавар турттаракансене сутса укçа тунă. Пурнăç майĕпен йĕркеленсе пынă. 1941 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче ашшĕ рельса сỹтме пынă вăрă-хурахсене тытса чарнă. Хăйсенчен хăпмасан лешсем ăна вĕлерессипе хăратнă. Апла пулин те шикленсе ỹкмен, вăл вăрманта чукун çула сыхлакан салтаксене шыраса тупнă, ушкăнпа вăрă-хурах пăсса хăварнă çула юсама пикеннĕ. Çулне те юсаса пĕтернĕ, анчах питĕ ывăннăскер, поезд килнине те асăрхаман, вилмеллех аманнă. Ун хыççăн вăрçă пуçланнă. Амăшĕ ачисене пуçтарса яла таврăннă, иккĕшĕ чукун çул çинчех ĕçлеме юлнă. Аслă пиччĕшне вăрçă пуçланнă иккĕмĕш кунхинех вăрçа илсе кайнă. Амăшĕ авăн çапма çỹренĕ, икĕ эрне ĕçленĕ хыççăн питĕ хытă чирлесе ỹкнĕ. Больницăра та сыватайман ăна. Хăр тăлăха юлнă ачасене 1928 çулта çуралнă аслă аппăшĕ пăхса пурăннă, хăй Тăрмăшри почтăра ĕçленĕ. 1943 çулта кĕçĕн шăллĕ вилсе каять. Тепĕр çулах тăлăх ачасене пăхса пурăнакан аппăшĕ те сарăмсăр вилет. Почта турттарса килнĕ чухне лаши кĕпер айне ỹкет, хĕр пăр çине хытă çапăннă. Тăлăхсене никам та пăхакан тăрса юлман. Ял совечĕ тăрăшнипе Свердловск облаçне тăрса юлнă аппăшне яла таврăнма пулăшаççĕ. Силюк тете Николай Максимов çамрăкпа пĕрле пăру кĕтĕвĕ кĕтме çỹрет. Шкулне те çỹренĕ. Тăнлă-пуçлă ачана çăпати çăтăкки те, хырăм выççи те вĕренме чăрмантарман. Шкул директорĕ, Пушкин хушаматлăскер, Вырăскасси çынни, çамрăка питĕ вĕрентесшĕн пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ, Мария Семеновна Лапшина, тăлăх ачана хăйĕн укçипе çăпата та илсе панă. Сильвестр Николаевич малалла вĕренменшĕн питĕ ỹкĕнет. 1951 çултан конюх пулса ĕçлеме тытăннă вăл. 1953 çулта Улатăра вăрман касма яраççĕ, ун хыççăн салтака илеççĕ. Мĕн ачаран ĕçчен, чăтăмлă пулса çитĕннĕскер сержанта çити ỹсет. Ушкăнри 72 çамрăкран виççĕшне, çав шутра Сильвестр Николаевич та пулнă, кĕпе, шахмат парнеленĕ, ун çумне отпуск хушса панă. Анлă тавра курăмлă салтака служба ĕçне малалла тăсма ыйтнă. Анчах йăмăкĕ ялта пĕчченех юлнăран вăл киле таврăннă. Виççĕмĕш кунхинех ыраш вырма тухнă. Лайăх каччă валли хĕрĕ те ялтанах тупăннă. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль хĕрне Мария Шелтуковăна качча илет. Мăшăрĕпе пĕрле 55 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. 75 çул урлă каçнă ватăсем халĕ те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ. Кил-тĕрĕшри кашни япала хăй вырăнĕнче. Вĕсем 5 ача пăхса ỹстернĕ. Пурте ашшĕ-амăшне май пур таран пулăшаççĕ. Сильвестр Николаевич хăйне шанса панă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Платникре тăрăшнă, хĕлле вăрман каснă. 1974 çулта, колхозсем пĕрлешсен, уй-хир бригадин бригадирĕнче çухрăм хыççăн çухрăм утăмланă. Колхозăн иккĕмĕш уйрăмĕнче управляющи пулса та ĕçленĕ вăл. Чылай çул ĕне фермин коллективне ертсе пынă. Унăн уттине никам та хăваласа çитеймен, утнă çĕрте утнă, чупмалла пулсан чупнă. Пархатарлă ĕçшĕн Сильвестр Николаевича III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă. 1989 çулччен, колхозсем саланса кайичченех, склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Колхозсем арканса пĕтни С.Краснова çак вăхăтченех хытă шухăшлаттарать, халĕ те вăл ниепле те çак пулăмпа килĕшме пултараймасть. - Хам ĕмĕрте Илья Иванович Левый пек ăслă, ырă председатель курман эпĕ. Вăл ертсе пынипе мĕн чухлĕ стройка турăмăр. Хамăр тунă ĕçпе савăнса анчах пурăнмаллаччĕ. Мĕн килсе тухрĕ? Ялта ĕç çуккине пула çамрăксем ăçта килнĕ унта çапкаланса çỹреççĕ е ют хуласене пурăнма тухса каяççĕ. Ял пушанса пынишĕн чĕре ыратать, _ тет вăл. Сильвестр Николаевич хăйĕн пурнăçĕнче нихăçан та пушă ларса курман. Тăван ялĕнче пĕрлешỹллĕ хуçалăх салансан Тĕмерте шорник пулса ĕçлерĕ. Ĕмĕрĕнче нумай йывăç лартса çитĕнтерчĕ. Ырă ĕçе малалла та туса пыма шутлать. Çырма хĕррисене хырсем лартса хăварасшăн вăл, анчах ватă çынна хунавĕсене тупма йывăр, вăрман аякра. Ял илемĕпе савăнать, çын тăрăшса ĕçленине вырăна хуман çынсене курсан вара чĕререн канăçсăрланать, хурланать. 76-ри ватă паянхи кун та чунĕпе çамрăк. Çĕр çинче çакăн пек çынсем пур чухне çамрăксен вĕсенчен ăса вĕренсе юлмалла, вĕсен ĕçне, халалне малалла тăсассишĕн тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика