08 декабря 2010 г.
Елчĕк районĕнчи уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекцинче учетра тăракансем йышлă. Вăл е ку должноçсене пурнăçлассинчен пăрнă çынсем условнăй тата "обязательнăй наказани" (судпа айăпланнă çынсене тĕп ĕçрен пушансан тỹлевсĕр ĕçлеттерни), "виçеллĕ ирĕклĕх" айăплавсем илнисем, судпа айăпланнă йывăр çын хĕрарăмсем, çамрăк ача амăшĕсем, çул çитмен çамрăксем суд йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăраççĕ инспекци ĕçченĕсем. Общество йĕркелĕхне тивĕçлĕ шайра тытса тăрассинче тата преступление хирĕç кĕрешессинче профилактика тĕп вырăн йышăннине лайăх ăнланаççĕ инспекци ĕçченĕсем. Çавна май час-часах тĕрĕслевсем, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрлехи рейдсем йĕркелеççĕ, айăпçăсен килĕсенче пулса вĕсем наказание мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеççĕ, тỹрĕ çултан пăрăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Темиçе хут курса калаçнă хыççăн та йĕркене кĕме "васкаман" сĕмсĕр айăпçăсен ĕçĕсене вара ирĕксĕрех тепĕр хут суда тăратма тивет. Тĕслĕх вырăнне Елчĕк ялĕнче çуралса ỹссе унтах пурăннă Б.-на илер. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 119 статйин 1 пайĕпе айăпланнăччĕ вăл. Кăçалхи ака уйăхĕнче суд ăна 1 çулталăка ирĕк прависĕр хăварма, анчах та çак срока 1 çулталăк та 6 уйăх условнăй айăплавпа улăштарма йышăннăччĕ, çав вăхăтра палăртнă йĕркесене пăхăнма хушса хăварнăччĕ. Инспекцире учета тăнă кунранах хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарнă пулсан та Б. йĕркене пăхăнманнине, инспекцинчен ирĕк илмесĕрех килĕнчен тухса кайса уйăхĕ-уйăхĕпе таврăнмасăр çỹренине кура унăн ĕçне тепĕр хут суда тăратнă хыççăн хушма тивĕçсемпе чарусем палăртнăччĕ. Çапах та Б. тỹрĕ çул çине тăмарĕ, суд палăртнă тивĕçсемпе хушусене малтанхиллех пурнăçламарĕ, хулиганла пĕчĕк ĕçсем туса ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайне лексе административлă майпа айăпланчĕ. Çавна май Б. тепĕр хут преступлени тума пултарассине шута илсе унăн ĕçне çĕнĕрен суда тăратма тиврĕ. Район сучĕ Б.-на 1 çулталăка ирĕк прависĕр хăварчĕ. Сăмах май, кăçалхи 11 уйăхра инспекцинче 59 айăпçăна регистрациленĕ. Тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыманран инспекци ĕçченĕсем инспекцире учетра тăнă 1 айăпçăн ĕçне çĕнĕрен суда тăратнă, 2-шне ирĕк прависĕр хăварса хупса усрамалли вырăнсене янă, 13-шĕ тĕп наказани çумне хушма тивĕçсемпе чарусем илнĕ, тепĕр 13 çыннăн тĕрĕслев срокĕсене тăснă. Çав вăхăтрах 11 айăпçăна хăйсене тивĕçлĕ тытнăшăн условнăй айăплавран вăхăт çитичченех хăтарнă.