Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсемпе усă кураççĕ

08 декабря 2010 г.

 Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн социаллă страховани фончĕ социаллă пулăшу илекен граждансене санаторисемпе курортсенче хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме путевкăсем уйăрать. Çавăн пекех вырăна çитме тата каялла килме укçа-тенкĕ тăкакĕсене те саплаштарать. Çак укçа-тенке пĕтĕмпех федераци бюджетĕнчен уйăраççĕ. Социаллă пулăшу илекен граждансен шутне çак категорири çынсем кĕреççĕ: вăрçă инваличĕсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем, "хĕрỹ точкăсенче" службăра тăнă ветерансем, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çапăçăва тỹрремĕнех хутшăнман çарсен йышне кĕнĕ çар чаçĕсенче, учрежденисенче, çарпа вĕренỹ заведенийĕсенче 6 уйăхран кая мар службăра тăнă, çак тапхăрта орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă çар çыннисем, "Ленинград блокадине тỹссе ирттернисем" паллăна илме тивĕçлĕ пулнисем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче сывлăшран тапăнасран оборона объекчĕсене хỹтĕленисем, вăрçăра вилнĕ инвалидсен, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсен çемйисен членĕсем, 1, 2 тата 3 ушкăнсенчи инвалидсем, ачаран инвалид пулнисем, Чернобыльти атом электростанцийĕнчи катастрофăра, Семипалатинскри полигонра инкек тỹснĕ граждансем. Асăннă ушкăнри граждансене санаторипе курорт сиплевĕ кирлĕ пулнине медицина тĕрĕслевĕсем те çирĕплетсе пама тивĕçлĕ. 2010 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен социаллă страхованин фончĕн районти уйрăмне çăмăллăхпа усă куракан граждансен йышне кĕнĕ 612 çын ыйтупа тухнă, 318 çынна санаторипе курортсенче пулса сывлăхĕсене çирĕплетме путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Çав шутран Аттелĕхĕн Аслă вăрçин инваличĕсене 19 путевка, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсене _ 2, "хĕрỹ точкăсенче" службăра пулнисене _ 27, çапăçăва тỹрремĕнех хутшăнман çарсен йышне кĕнĕ учрежденисенче службăра тăнисене _ 4, вăрçăра вилнĕ инвалидсен çемйисен 8 членне, 1_3 ушкăнри инвалидсене _ 254, ачаран инвалид пулнисене 7 путевка уйăрса панă. Хальхи вăхăтра социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕнче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă 51 гражданин санаторипе курорт сиплевĕнче пулма путевкăсем илме черетре тăрать. Социаллă пулăшупа усă куракансен федерацин регистрĕнче палăртнă социаллă пакета илсе тăма та пăрахмалла мар. Енчен те виççĕмĕш ушкăнри инвалид е инвалид ача санаторипе курорт сиплевне кайма хатĕрленет пулсан унпа пĕрле урăх çын кайма пултарать. Ăна та тỹлевсĕр путевкăпа тивĕçтереççĕ, çул укçине те саплаштараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика