08 декабря 2010 г.
Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне районта анлă паллă тунă. Районти тĕп библиотекăра "Çак тĕнчере эс пĕччен мар" тĕл пулу иртнĕ. Унта сусăр çынсемпе Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ И.Аникина, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин хутшăннă. Тĕл пулăва хутшăннисем библиотекăри кĕнеке выставкипе паллашнă, "Шурă туя" клуб ĕçĕпе интересленнĕ. Уявра кăна мар, ытти чухне те инвалидсене пысăк тимлĕх кирлине палăртнă. Патреккелти инвалидсем обществăн активлă пурнăçĕпе тан утма тăрăшаççĕ, ялти культура çуртĕнче е библиотекăра иртекен мероприятисене те хутшăнаççĕ. Хальхинче вĕсене "Сывлăхлă пул" тĕл пулу каçне чĕнчĕç. Т.Захарова библиотекарь чи малтанах "Пурнăçра чи кирли - ырă ĕç" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Унтан хăнасене кăçал килнĕ çĕнĕ кĕнекесем интереслентерчĕç. И.Петров шăрантарнă юрăсем вара пурин кăмăлне те ăшăтрĕç, ыттисем те чĕрене пыракан юрăсем юрласа кăмăлĕсене çемçетрĕç.