Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсен хисепĕ ан чактăр

08 декабря 2010 г.

Шăрăх та типĕ çанталăк кăларса тăратнă лару-тăрура выльăх апачĕ ха-тĕрлессинче нихçанхинчен пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пултăмăр. Выльăхсен хисепне чакармасăр пĕр шайра тытса пырасси тата вĕсене хĕл тапхăрĕнче кирлĕ таран апатпа тивĕçтересси - аграри секторĕнче хальхи вăхăтра чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Районĕпе хатĕрленĕ апат пĕтĕмпе кирлин 76 проценчĕ чухлĕ анчах, вăл выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипе тăрантарма çитес çукки малтанах паллă пулнă. Çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсем утă уйăхĕн малтанхи кунĕсенчен тытăнсах выльăх апатне саппаслассипе пикенсе ĕçлеме тытăннă. Тĕрлĕ майсемпе усă курса вĕсем çак вăхăтчен 522 тонна тырă, 5500 тонна жом, 50 тонна утă, 1005 тонна улăм, 309 тонна жмых, 43 тонна патока, 57 тонна урпа каяшĕ, 314 тонна комбикорм, белоклă, витаминлă тата минераллă хутăшсем туянма пултарнă. Выльăх апачĕ туяннă тăкаксен пĕр пайне патшалăх саплаштарни те пысăк пулăшу пулнă. Мĕн чухлĕ апат туяннине кура уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке районти ял хуçалăх предприяти-йĕсем 19 миллион тенкĕ ытла илнĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева палăртнă тăрăх, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 13081 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 7386 пуç (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5 процент ытларах), сыснасем пĕтĕмпе 16614 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче 9612 (11 процент ытларах) пуç шутланнă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне выльăхсен хисепне сыхласа хăварнă ял хуçалăх предприятийĕсене федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрса парас шанчăк пур. Ĕне выльăхсен, сыснасен йышне пĕр шайра тытасси апат никĕсĕ мĕнле пулнинчен килет. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр "Победа" сахал яваплă юлташлăхра кăçал та фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран апат хатĕрлесе хăварнă, вăл пĕр условнăй выльăх пуçне 31 центнер апат единици тивĕçет. "Урожай" сахал яваплă юлташлăхра, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. "Кушкă", Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсем пирки, шел пулин те, çакăн пек калаймăн. Сивĕ хĕл кунĕсенче кунта выльăхсене апатпа тивĕçтерессинче пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулма пултараççĕ. Çакна шута илсе ăна айккинчен турттарса килессипе тимлемелле. Иртнĕ çул саппаса хывнă тырă выльăхсене хĕллехи тапхăрта çитерме çитнинчен иккĕленмелли çук. Анчах çитес çулхи çанталăк условийĕсем тата мĕнле пулĕç? Малашлăх çинчен шутлакан ял хуçалăх предприятийĕсем çакна тĕпе хурса халех тырă, комбикорм туянаççĕ. Республикăри апат-çимĕç фончĕ урлă "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ - 150, акционерсен "Прогресс" хупă обществи - 100, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ 64 тонна комбикорм туяннă. Малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, сенаж, силос сахалрах пулнине кура нумай çĕрте раштав уйăхĕчченех жомпа, улăмпа усă курчĕç. Куратпăр, кăçалхи лару-тăрура улăм та хаклă апат шутланать. Уйрăм хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансене апатпа тивĕçтерессинче пулăшас пирки те майсене шыраса тупнă. Çавна май хальхи вăхăтра Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ ял хуçалăх предприятийĕсене анчах мар, уйрăм çынсене те тырă, комбикорм сутасси çинчен пĕлтерет. Тыррăн (тулă, урпа) 1 килограмне 7,5 тенкĕпе, комбикормăн 1 килограмне 8 тенкĕ çинчен шутласа параççĕ. Ăна вырăна кỹрсе пани те çак хакрах саплашать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, заявкăсене вырăнти ял тăрăхĕсенче йышăнаççĕ, çак ĕçе кая юлмасăр, çывăх кунсенчех туса ирттермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика