Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Организма сиен кỹрет

04 декабря 2010 г.

Алкоголизмпа аптăракансен сывлав системин ĕçĕ пăсăлнине час-часах тупса палăртаççĕ. Ĕçке ернĕ çынсен, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ỹпке сиенленни 3-4 хут ытларах тĕл пулать. Алкоголь, сывлăш çулĕсем тăрăх пырса, бронхсемпе ỹпкен ачаш тканĕсене хытă сиенлет. Ĕçке ернĕ çынсен бронхитпа пĕрлех пырпа карланкăн вăраха кайнă чирĕсем пулаççĕ, çавăнпа вĕсен час-часах сасси тытăнчăк е хăйăлти пулать. Ĕçке юратакансем шăннипе пулакан чирсемпе питĕ хăвăрт чирлеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ чире хирĕç кĕрешеймест. Унсăр пуçне, вĕсем ỹсĕр чухне çанталăка шута илсе тумланмаççĕ, час-часах сивĕ çĕр çинче выртаççĕ. Алкоголизмпа асапланакан çынсем, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ỹпке шыççипе 4-5 хут нумайрах чирлеççĕ. Вĕсен чирĕ те йывăртарах иртет, ỹпке туберкулезĕ час-часах тĕл пулать. Тĕпчевçĕсем алкоголь уйрăмах апат ирĕлтерекен органсене, чи малтан хырăмлăха сиенленине палăртаççĕ. Эрех-сăра ĕçнипе пулнă гастрит чухне пыр хĕртет, ирхине кăмăл пăтранать, тем пек асапланса хăссан та çăмăллăх килмест. Алкоголизмпа чирлесен хырăм ай парĕ те сиенленет. Тỹрленмелле мар улшăнусем уйрăмах пĕверте пулаççĕ. Мĕншĕн тесен пĕвер организма кĕрекен наркăмăшсене сиенсĕрлетекен орган. Вар-хырăма кĕнĕ пĕтĕм алкоголь пĕверте ирĕлет. Вăл организмри ылмашу йĕркине пăсать. Хăш чухне çынсем пĕвер клеткисем çулланса ларнипе вилеççĕ. Ку питĕ йывăр чир, ăна пĕвер циррозĕ теççĕ. Пĕвер сиенленсен пỹресен вăйлăрах ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен вĕсем организмран наркăмăшлă япаласене кăларма тытăнаççĕ. Наркăмăшлă япаласем пỹре витĕр тухса ăна шыçăнтараççĕ, çапла майпа организмра питĕ кирлĕ органăн ĕçĕ те йĕркерен тухать. Çапла майпа çын организмĕнче алкоголь сиенлемен пĕр орган та, пĕр клетка та тăрса юлмасть. Апла пулин те çынсем çакăн пек каланине илтме пулать: "Нумайăшĕ эрех ĕçет - анчах ытлашшиех чирлемеççĕ-çке?" Эрех вăрттăн сиенлет, сывлăх япăхланни те тỹрех мар, майĕпен палăрать. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче çын хăйне япăх туйсан, вăй çукки сисĕнсен, ĕçлес пултарулăхĕ чаксан, вăл ăна алкоголь сиенĕ тесе шутламасть. Çакă ывăннă, çемьери пăтăрмах пирки пулĕ тесе шутлать. Унсăр пуçне, çын организмĕ хăш-пĕр сиенлĕ япаласене хăнăхма пултарать, çавăнпа чир пуçланни малтанласа çынна хăйне те, ыттисене те сисĕнмест. Чирлисем тухтăр патне алкоголь сывлăха пачах хавшатса çитерсен çеç пыраççĕ. Çавăн чухне тин вĕсем эрех мĕн патне илсе çитернине ăнланса илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика