Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлесе илме пулăшатпăр

04 декабря 2010 г.

 Хальхи вăхăтра вĕренỹрен пушă вăхăтра çул çитмен ачасенчен чылайăшĕ ĕçлеме тăрăшать. Çакна патшалăх та ырласа йышăнать. Ачасен пушă вăхăт сахал пулни вĕсене урамра усăсăр çапкаланса çỹрессинчен, преступлени тăвассинчен, наркомани çулĕ çине тăрассинчен сыхлать. Унсăр пуçне, хăйсем тĕллĕн укçа ĕçлесе илме пултарни вĕсене хавхалантарать, çитĕннĕ çын пек туйма хистет. Пĕрремĕш ĕç укçи ача ĕçне тивĕçлипе хаклама май парать. Ачасене каникул вăхăтĕнче ĕç тупма пулăшасси - пирĕн тивĕç. Çак тĕллевпе эпир "14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çул çитмен граждансене каникул вăхăтĕнче тата вĕренỹрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесе пырасси" программăна патшалăх, обществăлла организацисен витĕмĕпе, паллах, ĕç паракансем пулăшнипе ăнăçлă ĕçе кĕртсе пыратпăр. Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă чухне вĕсем мĕнле çемьере çитĕннине шута илетпĕр. Сахал тупăшлă, тулли мар, нумай ачаллă çемьесене çăмăл килменнине ăнланса вĕсен ачисене чи малтан ĕçе вырнаçтарма тăрăшатпăр. Кăçал районта пурĕ 504 çул çитмен ача вĕренỹрен пушă вăхăтра хăйне çитĕннĕ çын вырăнне хурса вăхăтлăх ĕçе хутшăннă, пĕрремĕш ĕç укçи ĕçлесе илнĕ. Ачасем ытларах шкул çумĕнчи акнă, лартнă лаптăксене çум курăкран тасатнă, шкулсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă, ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре тата ытти ĕçсене пурнăçлама хутшăннă. Унсăр пуçне, çул çитмен ачасем районти ватăсене пулăшаççĕ. Çакă вĕсен чун-чĕрисенче мĕн пĕчĕкренех çынлăх, яваплăх туйăмĕсене çирĕплетет, çынсене ăнланма, хĕрхенме хистет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика