Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăхшăн яваплă пулар

04 декабря 2010 г.

 Пурлăха упрас, обществăлла йĕркене çирĕплетес, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçре предприятисемпе организацисенче видеосăнав приборĕсем лартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнчи 16 предприятипе организацинче, лавккасенче çакăн евĕр 139 прибор вырнаçтарнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем вăхăтĕнче ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, харпăр лавкка тытакан хуçасемпе килĕшсе татăлса видео çыравсене кирек хăш вăхăтра та тĕрĕслеме пултараççĕ. Видеосăнав пулăшнипе "Ксения" тата ытти лавккасенче тавар вăрланă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çакна та палăртса хăварар. Хальхи вăхăтра предприятисемпе организацисенче вĕсенчи лару-тăру пирки карас телефон çыхăнăвĕн каналĕсем урлă (УО-4С) пĕлтерекен ятарлă сигнализации приборĕсене вырнаçтарма май пур. Вĕсене ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн хурал сигнализацийĕпе те тỹреммĕн çыхăнтарма пулать. Çакăн евĕр сигнализацине паянхи кун районти 6 учрежденипе организацинче ĕçе кĕртнĕ. Пурлăха упрас ĕçре пысăк пулăшу паракан тепĕр витĕмлĕ мел шутне "Струна 5-GSM" централизациленĕ сăнав пульчĕсемпе çыхăннине кĕртме пулать. Çак пультпа çыхăнас кăмăллă предприятисемпе организацисен ертỹçисене, пурлăх хуçисене ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче кĕтетпĕр. Вĕсем заявкăсене 8(8352) 55-29-29 номерлĕ факспа та тăратма пултараççĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика