04 декабря 2010 г.
Ял тăрăхĕнче кăткăс, татса пама йывăр ыйтусем сахал мар. Вырăнти бюджетри укçа-тенкĕ çитсе пыманни питĕ кирлĕ ĕçсене пурнăçланă чухне те пысăк чăрмавсем кăларса тăратать. Тĕслĕхрен, 2011 çулта ял урамĕсене çĕрлехи вăхăтра çутăпа тивĕçтерме, пушар хăрушлăхне сирсе ямалли мероприятисене, çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама та ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа çителĕксĕр. Малалла ĕçлес, аталанас тесен лару-тăруран тухмалли майсене тупмаллине те ăнланатпăр. Çакна шута илсе ял тăрăхĕнчи кашни ялта граждансен пухăвĕсене йĕркелесе ирттертĕмĕр. Ушкăнпа пуçтарăннипе усă курса чылай кăткăс ыйтăва татса пама май килчĕ. Хĕле кĕриччен маларах Н. Краснов ертсе пыракан бригада Аслă Таяпари юхан шыв урлă çакăнса тăракан кĕпере тĕпрен юсама пултарчĕ. Ĕçлесен _ ĕç пулать. Малтан вара кĕпере пăхма хăрушăччĕ. Ун хыççăнах çак ушкăн пĕве çывăхĕнчи çăла йĕркене кĕртрĕ. Ĕçпе хавхаланнă Аслă Таяпасем кĕпер çинчен хăпаракан çул хĕррине тротуар сарса пĕтерчĕç. Çак ĕçе вĕсем нимелле пурнăçларĕç. Ял çыннисене, вырăнти депутатсене пуçарулăх кăтартнăшăн ял тăрăхĕн администрацийĕ тав тăвать. Малашне те палăртнă ĕçсене пĕрлехи вăйпа, хавхаланупа пурнăçласа пырасчĕ. Ушкăнра _ вăй, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Н.Питеркин, П.Амаюков ватăсене те пысăк тав. Вĕсем никам каламасăрах урамсене çыхăнтаракан пĕчĕк кĕпере юсарĕç. Вĕсен хавхаланăвне курса Овражная урамра пурăнакансем ушкăнпа тухса кунта юхса выртакан çăла тасатрĕç, юсарĕç. Районти ДПМК предприятийĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе (ертỹçи В.Сядуков) Чăваш Тăрăм ялĕнчи çула юсаса пĕтерчĕç. Шупашкарти "Доррис" предприяти Шуршу ялĕнчен килекен 3 çухрăма яхăн çула асфальт сарнă. Ку ĕçе пурнăçлассинче, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, строительство енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ И. Кузнецов хутшăнмасăр пулман. Ю.Амаюков ертсе пыракан бригада К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнчи пилорама вырнаçнă территорие йĕркене кĕртрĕ. Ушкăн тирпей-илем кĕртессипе уйрăмах нумай ĕç туса ирттерчĕ. Кунта вĕсем малашне хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас ĕмĕтлĕ. Ялсенчи йĕркелĕхшĕн вырăнти ертỹçĕсем яваплă пулмалла. Хальлĕхе Чăваш Тăрăмĕнче йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Яла пырса кĕнĕ çĕртех шыв башни, пилорама вырнаçнă. Вĕсен таврашне карта тытса çавăрмалла. Хамăрăн çаврăнăçусăрлăха пула кунти çимĕç паракан мĕн тери сад пахчине те юхăнтартăмăр. Çак ĕçсене йĕркелесе пыма хамăртан пулмасан, ман шутпа, вĕсене çирĕп хуçа аллине памалла. Ял çыннин пурнăçĕ çăмăлпа иртмест. Вырăнсенче ĕç çуккине пула çамрăксем тĕрлĕ çĕре ĕçлеме туха-туха каяççĕ. Чылайăшĕ ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине пĕр шутсăр эрех-сăра ĕçсе пĕтерет. Малашлăх, ватлăх пирки вара шухăшламаççĕ те. Хамăр пуласлăхшăн хамăр яваплине манас марччĕ. Хăйĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшса Пенси фондне укçа хывасси кашни çамрăкшăн пĕрремĕш тĕллев пулса тăмалла. Уйрăм предпринимательсенчен хăшĕ-пĕри тата мĕн хăтланать? Хăйсем патĕнче тара кĕрешсе ĕçлекен çынсемшĕн Пенси фондне уйăхсерен куçарса пыма тивĕçлĕ укçана вăхăтра куçарса пыма вĕсем мĕншĕн "манса" каяççĕ?