Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.РЯЗАНСКИЙ: "Бюджет халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерет"

04 декабря 2010 г.

Федерацин 2011 çулхи тата 2012-2013 çулсен тапхăрĕнчи бюджечĕн социаллă пайĕ çинчен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" фракцин ертỹçин çумĕ Валерий Рязанский чарăнса тăнă: "Бюджет çинчен калакан саккуна йышăннă. Çывăх вăхăтра ăна Федераци Канашĕ çирĕплетесси, Президент алă пусасси пирки сăмах çук. Бюджетăн тĕп çул-йĕрĕ - унăн социаллă пурнăç енĕ. Бюджет дефицичĕ пур пулин те, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пая туллин пурнăçлатпăрах. Пенси тата социаллă тỹлевсене индексацилетпĕр. Пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пĕтĕмпех пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрасси малалла пырать. Çакă социаллă проектсен малашлăхне хурлакан оппозицине пирĕн енчен хурав пулĕ. Ветерансем валли çурт-йĕр малалла хăпартма укçа-тенкĕ уйăрасси те бюджетра паллă вырăн йышăннă. Хальлĕхе Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 156 пин участникĕ черетре тăрать. Вĕсенчен 62 пинĕ çурт-йĕр илнĕ, ыттисене хваттерсемпе тивĕçтересси малалла пырать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе палăртнă обязательствăсене пурнăçлатпăрах. "Единая Россия" вăрçа хутшăннисене документсем хатĕрлеме пулăшма тĕллев лартнă. Тăлăх ачасене те укçа-тенкĕпе тивĕçтерес енĕпе палăртнă программăна пурнăçлама 6 хут ытларах финанс уйăратпăр. Унсăр пуçне бюджетра наукăпа вĕрентĕве аталантарма каякан тăкаксене 50 процент ỹстеретпĕр. Çулсене юсама уйăракан укçа-тенкĕне те палăртнă. Унăн пĕр пайне - 11,3 миллиард тенкĕ - пурте усă куракан автоçулсене тĕпрен юсама тата ытти юсав ĕçĕсене пурнăçлама яратпăр. Иккĕмĕш пайĕ - 22,7 миллиард тенкĕ - субъектсен администраци центрĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсем патне пыракан çулсене тĕпрен юсама каять. Федераци бюджечĕн тепĕр уйрăмлăхĕ вăл - шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем тумалли программăна пурнăçлама 500 миллион тенкĕ уйăрни. Çар служащийĕсем валли çурт-йĕр çĕклеме 105 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак ыйтăва 2012 çул тĕлне татса паратпăр. Бюджета тимлĕн, шутласа хатĕрленĕ. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе обязательствăсене пурнăçа кĕртетпĕрех".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика