Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсене - хваттерсем

04 декабря 2010 г.

Вăрçă ветеранĕсене - хваттерсем

Раççей Федерацийĕн "Ветерансем çинчен" тата "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунĕсене тĕпе хурса Аттелĕхĕн Аслă вăрçин кашни ветеранне хăй ĕмĕрĕнче пĕр хутчен хваттерпе тивĕçтерме палăртнă. Районти ветерансенчен 95-шĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе черете тăнă. Вăл шутран 52-шĕ аллине свидетельствăсем илнĕ. Ĕнер, Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, районти тăватă ветеранăн çемйишĕн ĕмĕр асра юлмалли событи пулса юлчĕ. Çак кун Тỹскелти Николай Тихонович Мальцев, Аслă Таяпари Василий Николаевич Капитонов, Аслă Елчĕкри Мария Егоровна Андреева (ветеран авăн уйăхĕнче çĕре кĕнĕрен унăн Лиза хĕрĕ), Иван Федорович Федоров Елчĕкри Мир урамĕнчи 23-мĕш çуртри пĕр пỹлĕмлĕ хваттерсене тивĕçрĕç. Каласа хăвармаллах, çак çурта тăсса ветерансем валли хваттерсем тума тата никĕс хывса хăварнă. Апла пулсан кунта ветерансен çемйисем малашне тата йышланĕç . Савăнăçлă уява халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ И.Аникина уçрĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ветерансене ырлăх-сывлăх суннă май кашнине çĕнĕ хваттер уççисене пачĕ. Хваттерсене "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ООО тунă. Унăн ертỹçи Б.Капламов ветерансене хваттерсем чăннипех те вĕсен харпăрлăхĕ пулнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ. Хваттерсене уйрăмшарăн хутса ăшăтма газ оборудованийĕ вырнаçтарнă. 

Сăн ỹкерчĕкре: вăрçă ветеранĕсене Н.Т.Мальцева тата В.Н.Капитонова çĕнĕ хваттер илнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тата халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи И.Н.Аникина саламлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика