Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу каçне йыхравлаççĕ

04 декабря 2010 г.

Чăваш чĕлхипе литературине республикăри аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул тата Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе кăçал 20 çул çитрĕ. Çак вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет), Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн специальноçне пин-пин çын алла илнĕ. Вĕсем шкулсенче, хаçат-журналта, тĕпчев институчĕсенче, кĕнеке издательствинче, культурăра, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕсенче ĕçленĕ, малалла та ĕçлеççĕ. Çỹлерех асăннă паллă çулсене халалласа раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче тĕл пулу каçĕ иртет. Унта тĕрлĕ çулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн специальноçне алла илнĕ çынсене йыхравлаççĕ. Вăл 13 сехетре пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика