01 декабря 2010 г.
Унччен СПИД чирĕ çинчен ытларах хаçатра вуласа пĕлеттĕмĕр пулсан, халĕ ĕнтĕ вăл пирĕн ене те çитрĕ. Юлашки вунă çул хушшинче республикăра ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 1170 çынна тупса палăртнă. Кăçал тата çак хура списока кĕнисем 100-е яхăн. Хăрушă чирпе чирленĕ çынсенчен 208-шĕ, кăçал кăна 27-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пирĕн районта та ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 11 çын шутра тăрать. Кăçал пĕр çынна чирлисен ушкăнне кĕртнĕ. Çавăн пекех районти икĕ çын çак чире пула пурнăçпа вăхăтсăр сыв пуллашрĕç. ВИЧ - иммунитет вăйне чакаракан вирус. Унпа тепĕр çын урлă кăна чирлеме пулать: ар çыхăнăвĕпе, чирлĕ çыннăн юнĕпе вараланса тата чирлĕ хĕрарăм ача çуратса. Чир часах палăрмасть. Вирус организма кĕрсен виçĕ эрнерен пуçласа виçĕ уйăх таран ним палли те пулмасть. Кайран сунас лекнĕн туйăнать, ỹт-пỹ температури ỹсме пултарать, пыр ыратать. Унтан çак паллăсем тăватă-пилĕк кунтан хăйсемех иртеççĕ. Çак тапхăр 2-3 эрне таран тăсăлать. Ун хыççăн каллех хăйне лайăх туять, нимĕн те ыратмасть. Çак вăхăтра организмра вирус питĕ вăйлă аталанма пуçлать, пĕтĕм органсене саланса пĕтет. Çак тапхăр вара 3-5 çул, хăш чухне 10 çул таран та тăсăлать. Организмра вирус малалла аталанса, йышланса пынă май çын хăйне япăх туйма пуçлать: ỹт виçи ним сăлтавсăрах чакса пырать, ỹт-пỹ температури тăтăшах ỹсет, вăй чакать, вар-хырăм аптăратма пуçлать, ỹслĕкрен, ỹпке шыççинчен кирлĕ эмелсем ĕçсен те иртсе каймасть, пуç мими чирлет. Çак чирсем çынна вăйсăрлатса, хавшатса, шалтан-шала кайса йывăр чирлеттереççĕ. ВИЧ инфекцийĕ - хăрушă чир. Халиччен те тĕнчере унран сыхланма нимĕнле вакцина та шутласа кăларман-ха. Çавăнпа та хамăра хамăр упрани шанчăклăрах. Паян районти тĕп больницăра уçă алăксен кунĕ. Хăвăр ирĕкĕрпе пирĕн пата килсе ВИЧ инфекцийĕнчен тĕрĕсленме пултаратăр. Енчен те ыйтусем сиксе тухас пулсассăн 2-50-79 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.