Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăнра - вăй

01 декабря 2010 г.

 "Пĕччен пыл çиме аван, йышпа ĕç тума аван" - тенĕ ваттисем. Чăн та, тĕрĕс шухăш. Ушкăнпа пуçтарăнса ĕçлесси те мĕн авалтан тухнă йăла. Ялта ниме. Асаттесенĕн Ыр йăлине асран ямасăр Пурнасшăн, пурăнать ман халăх Епле чăтас ман савăнмасăр! - тенĕ хăйĕн "Ниме" сăввинче В.Туркай. "Ыр йăлине асран ямасăр" текен сăмахсене тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр те ĕнтĕ эпир хамăр шкулти нимене. Шкулта - ниме, Ниме пăхмасăр Васкар апла тăк пулăшмашкăн, - тесе килчĕç пирĕн пата аттесемпе аннесем. Вĕрентекенсем, шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкул туалетне тĕпрен юсанă, столовăй, спортзал тăррине çĕнĕрен витнĕ. Автобус лартмалли гараж тăррине те вĕсен пулăшăвĕпех юсанă. "Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пирĕн шкула автобус та уйăрса пачĕç. Малашне районти, республикăри олимпиадăсене, тĕрлĕ ăмăртусене кайнă чухне ăшă та пысăк автобуспа инçе çула кĕскетсе чуптарăпăр" - тесе савăнать шкул директорĕ Зинаида Обручкова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика