Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр штангăна парăнтараççĕ

27 ноября 2010 г.

 Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Чăваш Республикин чемпионне тата рекорд-сменне, СССР спорт мастерне И.Портнова асăнса йывăр атлетика енĕпе Елчĕк районĕн III уçă чемпионачĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, А.Игнатьев ячĕллĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен центр ертỹçи С.Шелтуков, "Победа" ООО ертỹçи Н.Головин, Иссак Портновăн ывăлĕ Р.Портнов, ветерансем чемпионата уçнă çĕре хутшăнчĕç. Ăмăртăва пирĕн районти атлетсем çеç мар, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Патăрьел районĕнчен те килнĕ. 11 виçере 54 яшпа арçын ача, 11 хĕр хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре Курнавăш ялĕн команди чемпион ятне тивĕçрĕ, кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Пăла Тимешри "Юман" тата Елчĕк ялĕн командисем. Синклер системипе усă курса пĕтĕмлетнĕ итогсем тăрăх Г.Чермаков ятарлă приз - тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор çĕнсе илчĕ. Хĕрсенчен абсолютлă чемпион ята Л.Иноходова тивĕçрĕ. Ăна чей сервизĕ пачĕç. Хăй вахăтĕнче И.Портнов 77 килограмм йывăртарах виçере вăй виçнĕ. Çавна май, Иссак Петровича асăнса, çакăнта та чемпиона уйрăммăн палăртрĕç. Унăн çемйинчен М.Леонтьев ятарлă приза - кĕске хумлă кăмакана тивĕçрĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Ăмăртăва йĕркелекенсем "Победа", "Санти", Комсомольскинчи "Межа" ОООсене, "Татьяна" лавккан, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн, шкулĕн администрацийĕсене, И.Михайловские, Ю.Чернова, Н.Кусковăна, И.Портновпа А.Портнов çемйисене тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика