27 ноября 2010 г.
Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинче шашка турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва пурĕ 15 команда хутшăнчĕ. Çĕнтерỹ-çĕсене командăсем, уйрăм ачасем хушшинче те палăртрĕç. Кашни шкул çак турнира виçĕ арçын ачапа пĕр хĕр ача илсе килнĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен К.Морозов, С.Морозов тата Е.Семенова палăрчĕç. Вĕсем Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче ăсталăха туптаççĕ. Çавăн пекех Чăваш Тăрăмĕнчи шкул чысне хỹтĕленĕ И.Фомкина мухтас килет. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсенчен шашка вăййин ăстисем хушшинче Елчĕкри А.Изосимов, Ф.Ярославлев, Д.Смирнова тата Курнавăшри Н.Николаев хăйсен хăмисем çинче малти вырăнсене йышăнчĕç. Турнир вĕçленсе пынă май нумай очко пуçтарнă шашистсем финалта тĕл пулчĕç. Арçын ачасем хушшинче абсолютлă чемпион ята Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен Н.Ксенофонтов, хĕрсен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи Е.Семенова тивĕçрĕç. Кĕмĕл медальсене Елчĕкри А.Изосимовпа Д.Смирнова кăкăрĕсем çине çакса ячĕç. Виççĕмĕш вырăна К.Морозова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), Курнавăшран килнĕ А.Кириллова çĕнсе илчĕç. Командăсем хушшинчи ăмăртура Елчĕксем тата Хăвăлçырмасем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Курнавăшсемпе Кĕçĕн Таяпасем. Лаш Таяпа тата Яманчỹрел шкулĕсем виççĕмĕш степень дипломсене илчĕç.