27 ноября 2010 г.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕн ертỹçи С.А.Терентьева малтан хамăр районтан ЧР Патшалăх Канашне суйланă К.С.Мифтахутдинов депутатпа районти ветерансене Шупашкара тĕл пулăва илсе килес ыйтăва татса панă. Çапла майпа 13 ветеран тĕп хулана çитсе килчĕ. Çав вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă Л.Левый ватăсене хулана çитсе килме тỹлевсĕр "Газель" автобус уйăрса пачĕ. Унта эпир илемлĕ залив хĕррине кайса куртăмăр, краеведени музейĕнче пултăмăр, тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрăмăр. Кунта курса тĕлĕнмелли пирĕншĕн питех те нумай пулчĕ. Ĕлĕкхи чăваш туйĕнчи çĕнĕ кин макечĕ умĕнче хĕр йĕрри итлесе чылай вăхăт чарăнса тăтăмăр. Чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен залĕпе иртнĕ чухне вăрманти пекех туйăнчĕ, тĕрлĕ сасăпа юрланине итлерĕмĕр, ытти залсемпе те паллашрăмăр. Кăнтăрла иртнĕ хыççăн "Чувашсетьгаз" ОАО çурчĕ патне çитрĕмĕр. Кунта пире хаклă хăнасем пекех кĕтсе илчĕç. Пирĕнпе пĕрле республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен организацийĕн çĕнĕрен суйланнă председателĕ А.В.Скворцов та пулчĕ. Пурне те çавра сĕтел хушшине ларма сĕнчĕç. К.С.Мифтахутдинов ветерансене сывлăх сунчĕ, ăшшăн саламларĕ. "Чувашсетьгаз" ОАО ертỹçи депутат пулса мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ. Вăл ватăсемпе питĕ уçă кăмăлпа калаçни пурне те килĕшрĕ. Ветерансем Елчĕк районĕнчи газ служби лайăх ĕçленине, аварипе диспетчер служби туса хуни те питĕ вырăнлă, кирлĕ пулнине палăртрĕç. Газовиксем инкек пулнă вырăна кирек хăш вăхăтра та васкавлăн çитеççĕ, кăлтăксене çийĕнчех пĕтереççĕ. Газ службине çакăн пек лайăх ĕçлеттернĕшĕн ветерансем К.С.Мифтахутдинова тав турĕç. Республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен организацийĕн ертỹçи А.В.Скворцов хамăр районти Патреккел çынни пулни те кăмăла çĕклет. Ентеш ертỹçĕ пулни районти ветерансен канашне кирлĕ шайра ĕçлеме хистет.