Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç хăрать те, алă тăвать

27 ноября 2010 г.

Обществăлла çуртсенчи хваттерсене уйрăм хутса ăшăтассипе кăçал районта уйрăмах нумай ĕç туса ирттернĕ. Хĕле кĕриччен пурĕ 13 çуртри 181 хваттере "кăвак çулăмпа" хутса ăшăтмалла тунă. Монтаж ĕçĕсене пурнăçлассишĕн Елчĕкри газ участокĕпе муниципалитетăн юсавпа техника предприятийĕ яваплă пулнă. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса тимленине пула палăртнă вăхăт тĕлне мĕн пур ĕçе кирлĕ шайра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Сăмах май, юлашки 4 çул хушшинче район центрĕнчи 31 обществăлла çуртри 511 хваттере çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă. Хальхи вăхăтра Совет урамĕнчи 17-мĕш тата Октябрь урамĕнчи 9-мĕш çуртсенчи хваттерсене анчах, хуçисем хăйсем хушшинче калаçса татăлайман пирки, хальлĕхе çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса ăшăтма май тупайман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика