27 ноября 2010 г.
Ăсчахсем каланă тăрăх çын йывăрăшĕн 80 процентне шыв йышăнать. Апла пулсан, эпир ĕçекен шыв таса та лайăх пахалăхлă пулмалла. Унăн пахалăхне ытларах çỹлтен каякан таса мар шĕвексем япăхлатаççĕ. Уйрăмах Кушкă пек айлăмра ларакан ялсене сиен кỹреççĕ, мĕншĕн тесен тĕрлĕ им-çампа вараланнă хир шывĕ юхса анса пусăсене лекет. Çавăнпа кашни пусă таврашне бетонпа çирĕплетмелле, çивиттипе тăррине тумалла. - Кỹршĕсем пуссине тирпейсĕр тытаççĕ, пирĕн пусăри шыв таса, - тесе те калаймăн. Ахăртнех, пусăсем пĕр юхăм çинче лараççĕ, пĕр-пĕринпе çыхăнаççĕ. Çывăхри çырмари шыв та пусăсемпе çыхăнать. Çапла вара кашни хуçалăх ытти çынсем умĕнче яваплăха туйса çырма-çатрана та тасатсах тăмалла. Шыв пахалăхĕпе тути унра тĕрлĕ тăварсемпе микроэлементсем мĕн чухлĕ пулнинчен те килет. Кашни ялта тенĕ пекех тутлă шыв паракан пусăсем пур. Кушкă çыннисем П.Маслов, Г.Харитонов, В.Рыбкин, В.Баринов, Г.Бакин, А.Жилина, В.Баринов пуссисен шывне юратарах параççĕ. Юлашки вăхăтра тĕнчипех ĕçмелли шыв сахалланса пыни çинчен калаçаççĕ. Кăçалхи шăрăх та типĕ кунсем вăхăтĕнче, пушшех, пусăсем типсе ларнипе шыв çитми пулчĕ. Çавăнпа Кушкăсем шывпа тирпейлĕ усă кураççĕ, чылайăшĕ çĕнĕ пусăсем чаврĕç, киввисене тасатса юсарĕç. В.Галошев, В.Тарасова, Н.Хмелев, Л.Мышкин, А.Тарасов, Е.Мартынова, А.Баринов, А.Хордов, Н.Харитонов, А.Карсаков, Б.Блинов, П.Тарасов уйрăмах пуçаруллă пулнине палăртмалла. Пурнăç çулсерен çăмăлланса пырать. Кил-çуртсене "кăвак çулăм" ăшăтать. Çынсем пурте тенĕ пекех киле шыв кĕртеççĕ. Анчах юхса тухакан таса мар шыв ăçта пухăнать, санитари нормисем тивĕçтерет-и? Çаксем пирки аса та илместпĕр. Санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчи йĕркене асăрхаса тăракан специалистсем ку ыйтăва хаçат страницисенче тăтăш çутатса тăмалла. Шыв - пирĕн пуянлăх, вăл таса пулсан сывлăх та çирĕпрех, пурнăç та лайăхрах пулĕ.