Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕкре манмаççĕ

27 ноября 2010 г.

Елчĕкре манмаççĕ

СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, çăмăл атлетикăпа Европăра, Совет Союзĕнче, Раççейре палăрнă, XVI Олимп вăййисен бронза призерĕ Ардалион Васильевич Игнатьев пурăннă пулсан чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çапах та Елчĕксем чаплă олимпиеца манмаççĕ. Çак уйăхра А.Игнатьев 80 çул тултарнине халалласа "Ялти вăйăсенчен пуçласа Олимп вăййисем таран" вунă кунлăх иртрĕ. Ардалион Игнатьев Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ пухнă, спортри ăсталăхне туптанă. Паллах, кунта паллă олимпиеца чысланă тапхăрта айккинче тăма пултарайман. 100 ытла район чемпионĕ, 30 ытла республика чемпионĕ, çĕр-шыв чемпионĕсем пăхса çитĕнтернĕ шкулта паллă юбилее халалласа савăнăçлă лару иртрĕ. Юбилее пухăннисем хăнасене - А.Игнатьевăн мăшăрне Нина Максимовнăна, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Олимп вăййисен бронза призерне Владимир Андреева, А.Игнатьевăн воспитанникне, тĕнче класлă спорт мастерне Анатолий Миллина, А.Игнатьев ячĕллĕ республикăра пĕрлештернĕ командăсене хатĕрлекен центрăн ертỹçине Сергей Шелтукова çăкăр-тăварпа, ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хаклă хăнасем шкулти музейпа, ачасен пултарулăхĕн, çамрăк спортсменсен çитĕнĕвне палăртакан куравсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Елчĕкри вăтам шкула ытти вĕрентỹ учрежденийĕсенчен те çамрăк та пултаруллă, шанăç паракан физкультурăпа спорт тусĕсем килнĕ. Вĕсене савăнăçлă ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый саламларĕ. Çавăн пекех вăл районти физкультурăна аталантарассинче паллă вырăн йышăннă, историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă А.Игнатьевăн кун-çулĕ çинче чарăнса тăчĕ, çамрăксене унăн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланма чĕнсе каларĕ. Пухăннисене А.Игнатьевăн мăшăрĕ Нина Максимовна, Владимир Андреев олимпиец, паллă çăмăл атлет Анатолий Миллин, олимпиецăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Валерий Игнатьев саламларĕç. Вĕсем А.Игнатьевăн çамрăклăхне, ỹсĕмĕсене аса илчĕç. Çамрăк спортсменсем ячĕпе Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Андрей Федоров тухса калаçрĕ, спортри ырă йăла-йĕркене малалла та аталантарма кирлине палăртрĕ. Елчĕкри канупа культура центрĕн, ачасен искусство шкулĕн ĕçченĕсем, вăтам шкулти вĕренекенсем хаваслă ташă-юрăпа савăнтарчĕç. "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче çамрăк спортсменсем "Хаваслă стартсенче", шывра ишессипе хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Çĕнтерỹçĕсем хăнасен аллинчен дипломсем илчĕç. Хăнасем çавăн пекех Ĕнел ялне, паллă олимпиец çуралнă çурта та çитсе курчĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: хăнасене Елчĕк шкулĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика