Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ардалион Игнатьев ялан пирĕнпе

27 ноября 2010 г.

Ардалион Игнатьев ялан пирĕнпе Юн кун Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Енрен пуçласа Хельсинкири Олимп вăййисене (1952 ç.) хутшăннă, Мельбурнри Олимп вăййисенче (1956 ç.) пăхăр медаль çĕнсе илнĕ ентешĕмĕр Ардалион Васильевич Игнатьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта республикăри спорт ветеранĕсем, Ардалион Васильевича лайăх пĕлнĕ çынсем, çав шутран хамăр районта кайнă делегаци хутшăнчĕç. Конференцие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов ертсе пычĕ. Ардалион Игнатьев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, спортри çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикинчи спортпа туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев кĕскен каласа пачĕ. Ялта çуралса ỹснĕ çамрăк икĕ çул хушшинче ялти спорт ăмăртăвĕсенчен Хельсинкире иртнĕ Олимп вăййисене çитме пултарнă. Унта вăл 400 метра чупса Совет Союзĕн рекордне виçĕ хутчен çĕнетнĕ. Тепĕр тăватă çултан, хăй çуралнă кун, инçетри Мельбурнра пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Ардалион Игнатьев 6 хутчен 400 метра, 4 хутчен 200 метра, 5 хутчен 4х400 метрлă эстафетăна чупса СССР чемпионĕ пулнă, 16 хутчен çĕр-шыв рекордне çĕнетнĕ, 1954 çулта Европа чемпионатĕнчен ылтăн медальпе таврăннă, çĕр-шыври, пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнă. Спорт ветеранĕн, республикăри физкультурăпа спорт комитетне нумай çул ертсе пынă Н.Скородумовăн аса илмелли пайтах. Вăл пирĕн ентеше 1952 çултанпа пĕлнĕ. "Олимп вăййисенче пĕрремĕш хут ăмăртакан çĕр-шыв командинче чăваш спортсменĕ пуррине пĕлсен пĕтĕм республика çыннисем савăннăччĕ, - терĕ вăл. - Пурте ăна ăнăçлă ăмăртма ырă суннă. 1952 çулта медаль илеймен пулин те 400 метра чупассипе тĕнчери чи вăйлă 10 спортсмен йышне кĕни вăл вăхăтра питĕ пысăк çитĕнỹ шутланнă. Ăнăçу вара тепĕр тăватă çултан килнĕ. 20 çул çĕр-шывра унпа танлашма пултаракан спортсмен тупăнман. Унăн илемлĕ чупăвне пĕтĕм тĕнчипе ỹкерсе илнĕ, ăна ăмсаннă, унран вĕреннĕ. Ардалион Игнатьев тĕслĕхĕ чăваш спортсменĕсене хавхалантарса янă, спортра пысăк çитĕнỹсем тума хистенĕ. Çак вăхăтчен Чăвашран тухнă 40 спортсмен Олимп вăййисене хутшăннинче, 6-шĕ Олимп вăййисен чемпионĕсем, 8-шĕ призерĕсем пулса тăнинче Елчĕк çĕрĕ çинче ỹссе çитĕннĕ Ардалион Игнатьевăн тỹпи пысăк". Петр Сидоров-Лаштай çыравçă, журналист шухăшĕпе Ардалион Игнатьев Чăваш Республикине пĕтĕм тĕнчене кăларнă пĕрремĕш çын. Çакна пирĕн чаплăран та чаплă ентешĕмĕр Андриян Николаев летчик-космонавт хăй пурăннă чухне темиçе хутчен те каланă. Нумай çĕр-шывра паллă спортсмена пула Чăваш АССРĕ çинчен пуçласа илтнĕ. Ардалион Игнатьев хăй çуралса ỹснĕ республикăн чăн-чăн патриочĕ пулнă. Спорт карьери вĕçленичченех, çĕр-шыв чысне хỹтĕленĕ вăхăтрах, СССРти, РСФСРти ăмăртусенче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышĕнче чупнă. Кун пирки Юрий Плотников журналист, спорт комментаторĕ çапла аса илчĕ: "1953 çулта манăн РСФСР чемпионатĕнче 4х400 метрлă эстафетăра Ардалион Васильевичпа пĕрле чупма тиврĕ. Виççĕмĕш этапра эпĕ эстафета патаккине ăна тăваттăмĕш патăм. Эпир çĕнтерес шанăç пĕчĕкчĕ. Анчах Ардалион Игнатьев малтисене хăваласа çитсе иртсе кайрĕ, финиша пĕрремĕш çитрĕ. Начар чупнишĕн хама аван мар пулса тăратăп. Ардалион Васильевич вара мана лăплантармалли сăмахсем тупрĕ. Тĕлĕнмелле сăпайлă, тỹрĕ кăмăллă çынччĕ вăл". Çакăн çинчен конференцире тухса калаçнă кашни çын палăртрĕ. Елчĕк район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн заведующийĕ А.Александрова та Ардалион Васильевича вăл çуралса ỹснĕ ялта паянхи кунчченех ăшă та ырă сăмахсемпе аса илнине палăртса хăварчĕ. "Çамрăк ăру Ардалион Игнатьев пек пулма тăрăшать. Унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса Владимир Андреев пысăк çитĕнỹ турĕ, Юрий Ильин Параолимп вăййисенче палăрчĕ", - терĕ вăл. СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи Спортпа туризм министерствине ертсе пынă Вячеслав Краснов хăйне Ардалион Игнатьев вĕренекенĕ тесе шутлать. Чăваш педагогика институтĕнче физвоспитани факультетне уçсан пирĕн ентеш Ленинградран Шупашкара таврăннă, çамрăк спортсменсем хатĕрлес ĕçе пуçăннă. "Чупас ăсталăха ỹстерес тĕлĕшпе ирттернĕ занятисенче Ардалион Васильевич кăтартса панă упражненисен илемĕнчен тĕлĕ-неттĕмĕр. Унăн чупăвĕ хитре, илĕртỹллĕ пулнине халĕ те нумай çын аса илет, - терĕ В.Краснов - Елчĕкре унăн ячĕпе спорт ăмăртăвĕ иртет. Пĕр тапхăр çакнашкал ăмăртăва Шупашкарта та йĕркеленĕ. Ăна çĕнĕрен чĕртсе тăмалла, икĕ ăмăртăва та çĕнĕлле, анлăрах йĕркелемелле". Петр Пупин скульптор Ардалион Игнатьев бюстне ăсталанă. Вăл вара пысăкрах чыса тивĕç. Çавна май Шупашкарти Олимп стадионĕнче, Елчĕкре палăксем лартас вăхăт çитессе шанать хамăр районтан тухнă скульптор. Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев, педагогика колледжĕн директорĕ Валерий Сапожников Ардалион Игнатьев çинчен ăшă сăмахсемпе аса илчĕç. Мăшăрĕ, Нина Максимовна, Ардалион Васильевича манманшăн тав турĕ. Çав кунах хамăр районтан кайнă делегаци, конференци участникĕсем ячĕпе педагогика колледжĕнчи çамрăк спортсменсем Ардалион Игнатьевăн вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика