27 ноября 2010 г.
Чỹк уйăхĕн 22-27-мĕшĕсенче çĕр-шывра иртекен "Тавтапуç, донор" акцие хутшăнса Аслă Пăла Тимешĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче донор кунĕ иртрĕ. Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Лаш Таяпа, Сăрьел, Кивĕ Арланкасси, Исемпел ялĕсенче пурăнакансем чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче донорсен ретне тăчĕç. Уйрăмра ĕçлекен О.Лепешкина, В.Портнова, Н.Чайкина, Е.Хушкина юн пама пуçлани тахçанах. Вĕсем çак сăваплă ĕçе чун хушнипе хутшăнаççĕ. Паян республикăри хисеплĕ донорсем К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрне пуçтарăнаççĕ. Кунта Раççей шайĕнче иртекен акцие пĕтĕмлетеççĕ, донорсене тỹлевсĕр спектакль кăтартаççĕ.