Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Опера фестивалĕ уçăлнă

27 ноября 2010 г.

Кĕвĕ-çемĕ тĕнчине юратакансемшĕн тинех кĕтнĕ вăхăт çитрĕ: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ уçăлчĕ. Çирĕммĕшĕ. Çак саманта çывăхлатма тăрăшакансене ăнланма пулать - классика юрă уявне наци опери "çул" памалла-çке. Чăваш кĕвĕ-çемми вара çак шайри фестивальсенче, шел те, сайра янăрать. Акă чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче асăннă театр сцени çинче Федор Васильевăн шедеврĕ "Шывармань" çĕнĕрен тухрĕ. Мухтавлă ентешĕмĕре, СССР халăх артистне М.Д.Михайлова сума суса çирĕммĕш хут уçăлакан фестивале ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, театрăн тĕп режиссерĕ Максим Жучин ăнăçу сунчĕç. Роза Михайловна Раççей культура министрĕн Александр Авдеевăн салам телеграммипе паллаштарчĕ. Александр Алексеевич унта Михайлов фестивалĕ Чăваш Еншĕн çеç мар, Раççей культура пурнăçĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. "Шывармань" оперăпа ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Президент тата унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна та паллашрĕç. Юн кун музыкăна юратакансен умне Дж. Вердин "Травиата" опери тухрĕ. Унта Пысăк театр солистки Лариса Рудакова (Виолетта), Китай юрăçи Гуо Цианчжао (Альфред) хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика