24 ноября 2010 г.
Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, районти "София", "Мускат", "Акатуй", "Родник", "Арбат" лавккасенчи апат-çимĕç хакĕсем ытлашши улшăнман. Сахăр песукĕн хакĕ "Акатуйра" чи йỹнни - 1 килограмĕ 32 тенкĕ. Ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр (700 грамм) ытти лавккасенче 15 тенкĕ пулсан, "Софийăра" 14 тенкĕ те 50 пус. Тулă çăнăхĕн 1 килограмĕ "Акатуй" лавккара 24 тенкĕ тăрать. Вермишелĕн 1 килограмĕ "Софийăра", "Акатуйра", "Родникре" 22-23-шер тенкĕ пулсан, "Арбатра" 21 тенкĕ. Çакна та пĕлтересшĕн: хаçатăн чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнчи "Аш-какай, пахча çимĕç сутмаççĕ" статьяра лавккасен ячĕсене пăтраштарнă, "София" вырăнне" "Мускат" тесе вуламалла. Уншăн каçару ыйтатпăр.