Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвна валли паттăр суйласа ил, унран тĕслĕх ил

24 ноября 2010 г.

Чỹк уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă полководец Александр Васильевич Суворов çуралнăранпа 280 çул çитрĕ. Çак тĕлĕнмелле çын 70 çул çĕр çинче пурăнса Раççей патшалăхĕнче çеç мар, Европа шайĕнче те çутă йĕр хăварнă. Çакна шута илсе Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта çак тапхăрта пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртнă. А.В.Суворов 1730 çулта Мускаври Преображенски полкĕнче службăра тăнă В.И.Суворов прапорщик çемйинче çуралнă. Унăн аслашшĕ, Иван Григорьевич, Преображенски полкĕнчи приказсене çыракан тĕп писарь пулнă. Ашшĕ малтанласа I Петр патшан ординарецĕ пулса ĕçленĕ, тĕрлĕрен прокурор доклачĕсене пурнăçланă, генерал-аншеф званийĕ таранччен ỹснĕ, II Кĕтерне патшан шанчăклă çынни пулнă. А.Суворов ача чухне чирлешке пулнă. Ỹссе пынă май арçын ача хăйĕн сывлăхне хăй çирĕплетмеллине ăнланса илнĕ. Çакă ăна çирĕп характерлă пулма хистенĕ те. Пĕрремĕшĕ - хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртесси пулнă. "Камран тĕслĕх илмелле?" уншăн пурнăçри тĕп ыйту шутланнă. Хăйĕн салтакĕсене те çаплах вĕрентнĕ: "Хăвна валли паттăр суйласа ил, унран тĕслĕх ил, ун пек пулма тăрăш, ăна хăваласа çит, унран иртсе кай - эсĕ мухтавлă!" Александр çамрăклах хăй тĕллĕн вĕреннĕ, вăрçă çинчен нумай кĕнеке вуланă. Çак тема ăна ытларах та килĕшнĕ. Монтекулли, XII Карл, Александр Македонский, Ганнибал геройсен паттăрлăхĕ çинчен вуланă. Александр хăй те вĕсем пекех тĕнчипе паллă çын пулассишĕн тăрăшнă. Вăл хăй тĕллĕн 8 ют чĕлхе вĕреннĕ, çар дисциплинине, математикăна, философипе историне, литературăна лайăх пĕлнĕ. 11 çула çитсен А.Суворова паллă Семеновский полк лейб-гвардие салтак-мушкетера илеççĕ. Александр ахаль салтак пурнăçĕпе пурăннă: ир тăнă, час выртман, пăшалсене тасатнă, тĕрлĕрен йывăрлăхсене тата сивĕ çанталăка чăтса ирттерме вĕренес тĕллевпе кашни ир сивĕ шывпа чỹхеннĕ. 1774 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче А.В.Суворов ертсе пыракан 8 пин çынлă отряд турксен 40 пинлĕ отрядне атакăланă. Александр Васильевич вăйлă çумăр туркка салтакĕсен патронĕсене витĕр йĕпетнине тав-çăрнă. Çавна пула тăшмансем çителĕклĕ хирĕç тăма пултарайман. 209 вырăс салтакĕ 1200 туркка салтакне тĕп тума пултарнă. А.В.Суворов яланах хăйĕн салтакĕсене йывăр вăхăтра хавхалантарса пынă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика