20 ноября 2010 г.
![Ăслă та вăйлă Ăслă та вăйлă](../Home/594//foto/viktorow.gif)
Ардалион Васильевич Игнатьев ятне аса илсенех Елчĕксем хăйсене мăнаçлăн тытаççĕ. Ара, мухтанмалăх, кăкăра каçăртмалăх пур ентешĕмĕрпе. Ĕнел чăвашĕ Мельбурнти Олимпиадăра 400 метра чупса пăхăр медале çĕнсе илсе пĕтĕм чăваш ятне çỹле çĕклерĕ. Çĕр-шывĕпе палăрнă çăмăл атлет çуралнăранпа 80 çул çитнине районта анлă паллă тăваççĕ. Паллах, Чăваш Енри пĕрремĕш олимпиеца, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, çĕр-шыв чемпионĕ, Европа чемпионĕ ятсене темиçе хутчен çĕнсе илнĕ Ардалион Игнатьева район, республика çыннисем манăçа кăлармаççех. Унăн ячĕпе Елчĕк ялĕнчи урам, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ хисепленсе тăраççĕ. Çак кунсенче А.Игнатьев ячĕллĕ урамра пурăнакансем, спортсменсемпе шкул ачисем, Шупашкартан килнĕ хăнасем олимпиец урамĕн пĕрремĕш çурчĕ умне пуçтарăнчĕç. Ыт ахальтен мар, паллах. Кунта "Урама Олимп вăййисен пăхăр призерĕн А.В.Игнатьевăн ятне панă" мемориал хăми вырнаçтарнă. Уява район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин уçрĕ. Вăл кăçатăпа фуфайка тăхăнса ỹснĕ чăваш ачи тĕнчипе паллă спортсмен пулса тăни çинчен чарăнса тăчĕ. Унтан Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи О.Викторов районтан тухнă паллă çынсем çинчен шкулсенче ятарлă уроксем ирттермеллине, вĕсенчен яланах ырă тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин представителĕ С.Шелтуков Чăвашран тухнă пĕрремĕш олимпиецпа мухтаннине, ун хыççăн тата республикăри 40 ытла çын Олимп вăййисене хутшăннине, 14 медаль çĕнсе илнине, Ардалион Васильевич уçса панă çул тỹрĕ пулнине палăртрĕ. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова ентешĕмĕре учитель тесе аса илчĕ, пирĕн паттăр ентешсене манмалла марри çинчен чарăнса тăчĕ. Паллă олимпиец ячĕпе хисепленсе тăракан урамра пурăнакансен ячĕпе ĕмĕрне ачасене вĕрентес ĕçе панă Г.Ястребов сăмах илчĕ. Вăл Ардалион Васильевич Ленинградра пурăннă чухне те хăй чăваш пулнишĕн вăтанманнине, Мускав радиожурналисчĕ интервью илнĕ чухне те "Хам чăваш чĕлхипе калаçма юрать-и?" тенине аса илчĕ. Ун чухне вăл радиопа ашшĕпе амăшне хăйне çакăн пек ỹстерсе çын тунăшăн тав тунă. "Ăслă та вăйлă пулнă вăл. Халĕ ун пек çынсем сахалтарах", - терĕ пĕрремĕш олимпиец урамĕнче пурăннишĕн хĕпĕртенĕ ветеран педагог. Ĕнелĕнче пурăнакан Валерий Игнатьев икĕ сыпăкри пиччĕшне аса илсе ял халăхĕ унпа тивĕçлипе мухтаннине, мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснине, сăпайлă пулнине палăртрĕ. Ардалион Васильевич шкул ачи чухне ăста купăсçă та пулнă иккен. Ялти çамрăксене салтака ăсатнă çĕре хутшăннă. Асăну хăмине Г.Ястребов, В.Игнатьев, О.Викторов уçрĕç. Ардалион Игнатьев çинчен нумай ыррине илтнĕ шкул ачисен сывă пурнăç йĕркипе пурăнас, спортпа туслă пулас шухăш самантлăха та сирĕл-мерĕ. Умра пысăк утăмсем. Апла пулсан паллă çын пуласси веçех хамăртан, тăрăшулăхран килет.
Сăн ỹкерчĕкре: Асăну хăмине уçнă самант.