20 ноября 2010 г.
![Ватă çынсен иккĕмĕш килĕ Ватă çынсен иккĕмĕш килĕ](../Home/594//foto/vato.gif)
Ытлари кун Çирĕклĕ Шăхалĕнче ваттисем тата инвалидсем вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕ уçăлнăранпа 15 çул çитрĕ. Çавна май кунта пурăнакансене, вĕсене пăхакан социаллă работниксене саламлама хамăр районтан кăна мар, унăн тулашĕнчен те хăнасем йышлă килчĕç. Хăнасене ваттисен çуртĕнче пурăнакансем "Ах, савать-ши сад" юрăпа кĕтсе илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ватă çынсемпе социаллă работниксене паллă кун ячĕпе саламларĕ, ваттисем тата инвалидсем вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче юлашки çулсенче пысăк улшăнусем пулса иртнине, вăл ватăсемшĕн иккĕмĕш кил пулса тăнине палăртрĕ. Çакăнта, паллах, социаллă работниксен тỹпи пысăк. "Эсир уйрăма аталантарассишĕн кăна мар, çуртра çутă та таса, ваттисен чĕрисенче ăшă пултăр тесе ĕçлетĕр", - терĕ вăл. Уява ертсе пынă ваттисемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăм ертỹçи А.Осипова тата Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина ваттисен çурчĕн историйĕпе, вăл мĕнле аталанса пынипе, унăн хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. "Республикăра ваттисем тата инвалидсем вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма нумай ĕç тăваççĕ, çав шутра Çирĕклĕ Шăхалĕнче, - терĕ И.Аникина. - Юлашки вăхăтра федераци, республика, район бюджечĕсенчен, Раççей Пенси фондĕнчен ăна аталантарма 1 миллион, пĕлтĕр республика бюджетĕнчен 250 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе ăшăтмалли системăна, чỹречесене, алăксене улăштарнă, ытти пысăк ĕçсене пурнăçланă, тĕрлĕ япаласем туяннă". Ирина Николаевна кунта ĕçлекен социаллă работниксене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Ваттисен çурчĕ уçăлнăранпах социаллă работник пулса ĕçлекен А.Ефимовăна халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн Хисеп грамотипе чысларĕ. Ваттисене ырлăх-сывлăх, кунта ĕçлекен социаллă работниксене ĕçре ăнăçусем сунса районти почтамт начальникĕ П.Блинов, Комсомольски район хаçачĕн тĕп редакторĕ Л.Шуряшкина, Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ И.Левый, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ С.Терентьева, районти пенсионерсен тата инвалидсен канашĕсен председателĕсем Л.Горшкова, П.Иванов, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕн çумĕ Г.Чернова, Федераци казначействин районти уйрăмĕн ертỹçи Н.Борисова, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, социаллă пулăшу паракан центр заведующийĕ Л.Александрова, Канаш, Тăвай, Комсомольски районĕсенчи халăха социаллă пулăшу паракан пайсен ертỹçисем саламларĕç. Тухса калаçнă чылай çын унчченхи тата хальхи вăхăтра хăйĕн ĕçĕпе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕпе çыхăннă. Акă, Петр Александрович Блинов 1995 çулта, ваттисен çурчĕ уçăлнă çул, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайне ертсе пынă. "Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче çĕр-шывра, республикăра бюджет сферинче ĕçлекенсене çуршар çул ĕç укçи паман е ун вырăнне тĕрлĕ тавар панă вăхăтра, ваттисен çуртне уçма пĕрре те çăмăл пулман. Пирвайхи вăхăтра апат-çимĕçĕ те, хуçалăхра чи кирлĕ япаласем те çителĕксĕрччĕ, - аса илет вăл. - Анчах социаллă работниксем йывăрлăхсенчен тухма тăрăшнă, çитмен япаласене, апат-çимĕçе килтен илсе килнĕ тĕслĕхсем пайтах пулнă". Ваттисен çурчĕн пĕрремĕш директорĕн Любовь Шуряшкинан аса илĕвĕ те интереслĕ. "1995 çулхи çуркунне ваттисен çурчĕн заведующине çирĕплетрĕç. Ăна хута ярассишĕн нумай чупма тиврĕ. Йывăр вăхăтра район, Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçисем А.Молоствов, В.Мясников, П.Блинов пысăк пулăшу пачĕç. Малтан 6 ватă çынна йышăнтăмăр, каярах вĕсен йышĕ ỹссе пычĕ". Л.Шуряшкина сăмахне малалла тăсса çакна та калама пулать: 15 çул хушшинче кунта 118 çын пурăннă, пĕр вăхăт харăсах 35 çынна та çитнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ О.Андреева ваттисен çуртне уçнăранпах кунта пурăнать, лайăх пăхнăшăн социаллă работниксене тав тăвать. Ваттисен çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 140 вырăнлăх ача сачĕ валли туса лартнă çуртăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Малтанах çурта пĕтĕмпех ача сачĕ йышăннă. Унта 7 яла пĕрлештерсе тăнă "Знамя" колхозра ĕçлекенсен ачисем çỹренĕ. Рынок саманине кĕрсен, пысăк колхоз темиçе хуçалăха пайлансан ачасен шучĕ чакнă. Халĕ пĕрремĕш хутра ача сачĕ, врач офисĕ вырнаçнă. 70-80-мĕш çулсенче "Знамя" колхоза ертсе пынă И.Левый тăрăшнипе Çирĕклĕ Шăхальте ача сачĕ кăна мар, пысăк культура çурчĕ, вăтам шкул туса лартнă. Илья Иванович çав çулсене аса илчĕ, ача сачĕ пулнă çурт паян пушă ларманнине, вăхăт иртсен те кирлĕ пулнине палăртрĕ. Ваттисен çуртĕнче пурăнакансене Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕн художество пултарулăх коллективĕсем, вăтам шкулта вĕренекенсем концертпа савăнтарчĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: Л.Левый Мария Галкина тата Иван Павлов ватăсемпе. Автор сăн ỹкерчĕкĕ.