Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусем пĕлтерĕшлĕ

19 ноября 2010 г.

Юн кун Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Çак кун Елчĕк тăрăхне те ятарлă ушкăн çитрĕ. Унăн йышĕнче Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, Ял хуçалăх министерствин "Чувашхлебопродукт" ПУП генеральнăй директорĕ А.Ласточкин, "Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕ" сывлăх учрежденийĕн тĕп врачĕ Е.Барсукова, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Чăваш Республикин Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ В.Комиссаров пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕнче сỹтсе явнă ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕл пулусенче физкультурăпа спорт комплексĕсем массăллă физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарассинче паллă вырăн йышăнни, кăçалхи 9 уйăхра бюджетсене налуксемпе тĕрлĕ тỹлевсем пырса кĕни, Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн "Чăваш Республикин Общество палати çинчен" Указĕ граждан обществине аталантарассинче вырăнлă пулни çинчен калаçусем пуçарнă. Информаци ушкăнĕсем районти предприятисемпе организацисенче тĕл пулусем ирттернĕ, граждансене йышăннă. Сăмахран, С.Петрова ертсе пыракан ушкăн Лаш Таяпари В.Ан-дреев ячĕллĕ вăтам шкул, ветерансен çурчĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă. Кунта район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый республикăра 21 физкультурăпа спорт комплекс-не хута янине пĕлтернĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн районта - "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕ. Вăл халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пысăк пулăшу парать. Пирĕн районта шкулта вĕренекенсене массăллă физкультурăна явăçтарас енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. О.Викторов ертсе пыракан ушкăн "Улăп" физкультурăпа сывату комплексне çитнĕ. Çакă районта иртекен "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăхпа, А.Игнатьев олимпиец 80 çул тултарнине халалланă "Ялти вăйăсенчен пуçласа Олимп вăййисем таран" вунă кунлăхпа та çыхăннă. Çак кун Елчĕкри вăтам шкулта спорт кунĕ иртнĕ. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. О.Викторов А.Игнатьев урамĕнче паллă олимпиец ячĕпе асăну хăмине вырнаçтарассипе çыхăннă савăнăçлă митинга хутшăннă. Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова ертсе пыракан ушкăн Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи çынсемпе тĕл пулнă. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем тĕл пулусенче граждансене йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика