Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксене тишкерсех тăратпăр

20 ноября 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев бюджет укçи-тенкипе тухăçлăрах усă курас, ăна перекетлес пирки яланах асăрхаттарса тăрать. Çак тĕллевпе районта ятарлă ушкăн ĕçлет. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пырать. 

- Леонард Васильевич, юлашки вăхăтра районти суту-илỹ точкисенче апат-çимĕç хакĕсем çи-рĕпленни палăрать...

- Кунта тĕп апат-çимĕç хакĕсене сăлтавсăр ỹстерсе янине пỹлес тĕллевпе йĕркеленĕ ĕçлĕ ушкăнăн ĕç-хĕлĕ те палăрать пулĕ. Вăл районти лавккасенче кулленех тĕрĕслев ирттерет, вĕсенчи хаксене тишкерет. Хăш-пĕр çĕрте хăйсен кĕсйисене хулăнлатма май шыракан уйрăм предпринимательсене асăрхаттарать, хаксене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчи "Хаксене (тарифсене) патшалăх енчен йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕртсе пыма ыйтать. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ лавккари апат-çимĕç хакĕсем пĕр-пĕринчен ытлашши уйрăлса тăмаççĕ. Çавна районти "Елчĕк ен" хаçатра пичетленекен хаксен мониторингĕ те çирĕплетет. Çак ĕçе малашне те йĕркелесе пырăпăр. 

- Муниципалитет нушисем, урăхла каласан, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем валли тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсем туянма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Кунта перекетлĕх енĕпе лару-тăру мĕнле? 

- Чăнах, вĕрентỹ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем валли тĕрлĕрен апат-çимĕç туянма бюджетран укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать. Енчен те хаклăрах хакпа туянсан, çакă вĕренекенсемпе больницăра сипленекенсен апачĕн пахалăхĕнче те, калăпăшĕнче те палăрать. Патшалăх палăртнă нормăсемпе килĕшỹллĕн, 1 çын пуçне уйăракан укçа-тенкĕ шайĕнчен ниепле те ытларах тăкакланаймăн. Çавна шута илсе, муниципалитет нушисем валли туянакан про-дуктсен хакĕсене тĕрĕслесех тăрасшăн. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче ку енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Акă, кăçалхи 4-мĕш квартал валли продуктсен калăпăшĕ, сĕнекен хаксем пирки сайтсем çине пĕлтерỹсем вырнаçтарнăччĕ. Ку енĕпе кăсăкланакан предпринимательсемпе предприятисем апат-çимĕç калăпăшĕ 250 пин тенкĕрен иртет пулсан 7 ĕç кунĕ хушшинче, пĕчĕкрех калăпăш пулсан 4 ĕç кунĕ хушшинче официаллă çырупа хăйсен сĕнĕвĕсене тăратаççĕ. Конкурссене уççăн ирттерни тĕрлĕ сĕнỹсене суйласа илме май парать. Çавна пула Елчĕкри вăтам шкул администрацийĕ Н.Герасимова (Елчĕк), Кивĕ Эйпеçсем Т.Шулаева (Канаш), ытти вĕрентỹ учрежденийĕсем И.Петрова (Канаш) уйрăм предпринимательсемпе килĕшỹсем тунă. Вĕрентỹ учрежденийĕсене çăкăрпа "Прогресс" ЗАО, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО, Ю.Смирнов, Э.Теплова уйрăм предпринимательсем тивĕçтереççĕ. Вĕренекенсене апатлантарма муниципалитет нуши валли продуктсем туянма конкурссем урлă 1990 пин тенкĕлĕх килĕшỹсем тунă. Саккунсем тăрăх апат-çимĕç продукчĕсене пĕчĕк партисемпе туянма май пур. Кунта çакна шута илеççĕ - хаксем рынокринчен пĕчĕкрех пулмалла. Хаксен мониторингне шута илсе, районти тĕп больницăн администрацийĕ халĕ çапла ĕçлет. Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе перекетлĕрех усă курни апат-çимĕç пахалăхне лайăхлатма май панине кашни ертỹçĕ малашне те туйса тăрасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика