17 ноября 2010 г.
Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Хăйĕн "аллисемпе" пăтранакан авăра сĕтĕрсе кĕрет, вăл хушнă пек пурăнма пуçлатăн. Сире мĕн хаклă пулнă _ вĕсем сирĕншĕн ют. Наркотикпе туслашрăн пулсан, этемĕн туйăмĕсем çинчен манатăр: юратма, савăнма, хурланма та пĕлместĕр. Наркотик тытăмне лекнĕ çыннăн пурнăçĕ романтика мар, кулленхи хăрушлăх, хăвна ыттисен умĕнче мĕскĕннĕн тытни, çынлăха çухатни. Самантлăх киленỹ илнĕшĕн тĕрлĕрен гепатит, ВИЧ-инфекци çакланас хăрушлăх пысăк. "Анăç парни" ырри патне илсе çитерменни каламасăрах паллă. Эсир "чĕртнĕ" чир куллен нумайрах "апат" ыйтма пуçлать, шурă порошок дозине ỹстерсех тăмалла. Çакăнпа пĕрлех сывлăх хавшани палăрма пуçлать. Чир вара пĕр шелсĕр шалтан-шала кĕрсе пырать. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисен характерĕ улшăннине сисет, çапах ăнланма тăрăшмасть. Час-часах йывăр вăхăта самана çине йăвантарать. Тĕпрен илсен, чылай ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ наркотикпа туслашни пирки шутлама та пултараймасть. Уйрăмах çакă шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайнисен хушшинче тĕл пулать. Вĕсем тăван килтен аякра чухне ирĕклĕ пурнăçа хăнăхаççĕ, ыттисенчен нихăш енĕпе те "катăк" мар тесе шурă порошок тыткăнне çакланаççĕ. Енчен те ача хăйне урăхла тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, шкула çỹресси çине алă сулсан ашшĕ-амăшĕн сехĕрленме сăлтав пурах. Ку пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. Çавăнпа та çамрăксене сăнасах тăмалла. Ал-ура çинче укол тунă паллăсем, сĕтел çинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр япаласем асăрхасан ним шутласа тăмасăр ачана нарколог патне илсе каймалла. Укçа-тенкĕсĕр наркотик туянаймăн. Чылай наркоман вара ниçта та ĕçлемест. Апла пулсан, вĕсен укçи те çук. Укçасăр наркоман ирĕксĕрех преступлени çулĕ çине тăрать: вăл вăрлать, çынсене пусахлать. Наркомание пулах мĕн чухлĕ çемье арканмасть-ши? Тата пысăкрах инкек: упăшкипе арăмĕ те çав инкекпе туслă пулсан, çут тĕнчене чăлах ачасем килеççĕ. Вĕсен вара ашшĕ-амăшĕн киревсĕр йăлисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех асап курма тивет. Çакăн пирки пурин те, уйрăмах çамрăксен, шухăшласа пăхмалла, тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тумалла.