Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксене чыс кỹрет

17 ноября 2010 г.

Вĕренекенсем хушшинче массăллă физкультурăпа спорта аталантарас тата вĕсене физкультурниксен йышне явăçтарас тĕллевпе Çĕрпỹри "Асамат" физкультурăпа спорт комплексĕнче физкультурăпа спорт фестивалĕ "ДРОЗД-2010" иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствисем, Чăваш Енĕн социаллă тата культура программисене пурнăçа кĕртекен фонд йĕркеленĕ. Ăмăртусене 14 районти 26 команда хутшăннă. Ачасем вырăс чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартса панă. Çавăн пекех фестивальте çамрăксем çăмăл атлетикăра, стрит-баскетра, шывра ишессипе эстафетăра пултарулăхне кăтартнă. Фестиваль хĕрỹ тупăшура иртнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш вăтам шкул команди çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази. Виççĕмĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш ДЮСШ. Елчĕк районĕн чысне Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Вĕсем вырăс чĕлхипе ирттернĕ конкурсра 3-мĕш, хĕр ачасем шывра ишессипе 1-мĕш вырăнсене тухнă. 26 командăран 6-мĕш вырăна тухни Елчĕксене чыс кỹрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика