Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ

17 ноября 2010 г.

Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ

Тĕнчипе тата çĕр-шывĕпе палăрнă çăмăл атлетсен йышĕнче пирĕн районти спортсменсем те пур. Спорта юратакансем СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Ардалион Васильевич Игнатьевăн ятне лайăх пĕлеççĕ. Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, вăл иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче 200 тата 400 метра, эстафета дистанцийĕсене чупассипе палăрнă. 15 хутчен çĕр-шыв чемпионĕн тата 1954 çулта Европа чемпионĕн ячĕсене çĕнсе илнĕ. Тăхăр çул хушши "Урожай" ирĕклĕ спорт обществи чысне хỹтĕленĕ Ардалион Васильевич. Çав вăхăтра çĕр-шыв рекорчĕсене 16 хутчен çĕнетнĕ, Олимп вăййисене хутшăннă. 1956 çулта Мельбурнти Олимпиадăра 400 метра чупса чăваш спортсменĕ бронза медаль çĕнсе илнĕ. Çывăх кунсенче пултаруллă спортсмен çуралнăранпа 80 çул çитет. Тĕп тата ялти библиотекăсенче Ардалион Васильевича халалласа вунă кунлăх ирттерме палăртнă. Тĕп библиотекăра паллă ентешĕмĕре халалланă мероприятисем "Бронза" открыла путь на Олимп" ятлă пресс-куравпа уçăлаççĕ, "Спортсмены" кĕнеке презентацийĕ тата "Путь к вершинам мастерства" электронлă презентаципе вулакансем чỹк уйăхĕн 22-24-мĕшĕнче паллашма пултарĕç. Шăмалакри ял библиотеки "Каçалăка упракансем" викторина, "Вĕлкĕштĕр Олимп ялавĕ" кĕнеке презентацине йĕркелет. Çавăн пекех Лаш Таяпа ял библиотекинче "Быстрее, выше, сильнее" хаваслă старт, "Наша спортивная жизнь" электронлă презентацисем вулакансене тыткăна илĕç. Аслă Елчĕкри тата Патреккелти ял библиотекисем "Первый олимпиец Чувашии" ток-шоу хатĕрленĕ. Çакăн пек мероприятисем кашни ял библиотекинче тĕп вырăн йышăнĕç. Ял халăхĕпе вулакансем вунă кунлăха хастаррăн хутшăнасса шанас килет. 

Сăн ỹкерчĕкре: ăмăртусен ялавне çĕклеме хутшăнасси - пысăк чыс. Пирĕн ентешĕмĕр А.Игнатьев олимпиец (варринче) çакна пĕрре çеç мар тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика