17 ноября 2010 г.
Ял çыннисен пĕр пайĕ апат çитменнипе килти выльăха çурла-авăн уйăхĕсенче чылай сутрĕ. Аш-какай комбиначĕсем çакăнпа усă курса ăна пĕрремĕш çур çулхипе танлаштарсан йỹнĕрех йышăнмарĕç-ши?
Н.НИКОЛАЕВ.
"Агро-Инноваци" предприяти пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - мăйракаллă шултра выльăхăн (чи самăрри, чĕрĕ виçепе) кашни килограмне тирпейлекен предприятисем йышăннă хак вăтамран çапла улшăнса пынă: 29.01.10 ç. - 49,50 тенкĕ, 1.04.10 - 49,70, 3.06.10 - 50,20, 29.07.10 - 45,70, 4.08.10 - 45,30, 26.08.10 - 44,70, 23.09.10 - 47 (çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 2,50 тенкĕ йỹнĕрех). Çамрăк выльăх (чи самăрри, чĕрĕ виçепе) хакĕ: 31.12.09 ç. - 56,30 тенкĕ, 29.01.10 - 57,60, 25.03.10 - 58,30, 29.04.10 - 60,25, 3.06.10 - 57, 29.07.10 - 54,45, 4.08.10 - 54,45, 26.08.10 - 53,55 (кăрлачринчен 4,05 тенкĕ йỹнĕрех), 23.09.10 - 57,50 (2009 çулхи раштав уйăхĕнчипе танлаштарсан 1,20 тенкĕ хаклăрах). 2-мĕш категорири сысна: 31.12.09 ç. _ 63,30 тенкĕ, 25.03.10 - 64, 1.04.10 - 63,30, 29.04.10 - 62,70, 27.05.10 - 63, 3.06.10 - 63, 29.07.10 - 54,30, 26.08.10 - 55,70, 23.09.10 - 57,30 (2009 çул вĕçĕнчипе танлаштарсан 6 тенкĕ йỹнĕрех).