Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аш-какай, пахча çимĕç сутмаççĕ

17 ноября 2010 г.

Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ çурла уйăхĕнчен пуçласа кашни эрнерех Елчĕкре вырнаçнă ваккăн сутă тăвакан хăш-пĕр лавккасенчи ("София", "Мускат", "Акатуй", "Родник", "Арбат") халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсен мониторингне ирттерет. Чỹк уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне маларах асăннă лавккасенче ĕне, сысна, сурăх ашĕ пулман. Чăх какайĕн 1 килограмĕ (чăх пĕççисĕр пуçне) "Акатуй" лавккара 156 тенкĕпе, "Родникре" 107 тенкĕпе танлашнă. Юлашки вăхăтра шăн пулăсен хакĕ йỹнелнине палăртма кăмăллă. Минтай пулла 1 килограмне 65 тенкĕрен пуçласа 69 тенкĕпе туянма пулать. Сельдь пулла пĕр евĕрлех сутаççĕ: 1 килограмĕ 48 тенкĕ. "Мускатра" çеç ăна иртнĕ эрнере 51 тенкĕпе сутнă. Мойва пулă чи йỹнни - "Акатуйра", "Арбатра" унăн 1 килограмĕ 41 тенкĕпе, "Родникре" 42, "София" лавккара 43 тен-кĕпе танлашнă. Скумбрипе терпуг хакĕсем те тĕрлĕрен. Тип çу чи йỹнни "Арбат" лавккара. Унта унăн литрне 52 тенкĕпе сутаççĕ. Çу хисепĕ 3,2 процентпа танлашакан пастеризациленĕ 1 литр сĕт хакĕ "Мускатра" 31 тенкĕ, "Софийăра" 32, "Родникре" 33 тенкĕ. Ытти çĕрте тĕрĕслев вăхăтĕнче сĕт пулман. Чăх çăмарти 1 штукĕ "Родникре" 3,50 тенкĕпе, "Акатуйра" 3,80 тенкĕпе танлашнă. Сахăр песукĕн 1 килограмĕ - 40 тенкĕ. Пачкăллă тăварăн хакĕ "Мускатра", "Акатуйра", "Арбатра" 8-шар тенкĕ пулсан, "София", "Родник" лавккасенче ăна 9 тенкĕпе сутаççĕ. 25 пакетлă хура чей хакĕ те кашнийĕнчех тĕрлĕрен. Чи йỹнни - "Акатуйра". Унта вăл 25 тенкĕ тăрать. Ыттисенче 4-10 тенкĕ хаклăрах. Тулă çăнăхĕн 1 килограмĕ "Родник" лавккара 19 тенкĕ пулсан, "Акатуйра" - 24 тенкĕ. Ыттисенче çак тавар пулман. Ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр (700 грамм) "Мускат" лавккара 14 тенкĕ те 50 пус пулсан, "София", "Акатуй", "Родник" лавккасенче - 15 тенкĕ. 500 грамлă тулă çăкăрăн пĕр буханки "Родникре" 15 тенкĕ, ыттисенче 14-шар тенкĕ. 400 грамлă батон (нарезной) "Мускатра", "Акатуйра", "Родникре" 13-шер тенкĕ, "Софийăпа" "Арбатра" 14-шар тенкĕ. 1 кг вермишель хакĕ 17 тенкĕрен пуçласа 24 тенке çитет. Хуратул кĕрпине "Арбатра" 60 тенкĕпе, "Мускатра" 65 тенкĕпе, "Родникре" 63 тенкĕпе туянма пулать. Рис кĕрпин 1 килограмĕ 36-38 тенкĕ. Маларах асăннă лавккасенче çĕр улми, пахча çимĕç сутмаççĕ. "Родникре" купăстан 1 килограмне 24 тенкĕпе сĕнеççĕ. Пан улмине 42 тенкĕрен пуçласа 45 тенкĕпе туянма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика