17 ноября 2010 г.
![Тивĕçлĕ тỹпе хывнă Тивĕçлĕ тỹпе хывнă](../Home/594//foto/harisov.gif)
Юпа уйăхĕнче тĕп хуламăрта Чăвашпотребсоюзне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине анлă паллă турĕç. Пирĕн районти потребительсен организацийĕ те вăхăтĕнче республикăра кĕрлесе тăнă.
Çăкăр - пуянлăх
Елчĕк районĕнче потребительсен кооперацийĕ 1930-мĕш çулсенче аталанма пуçланă. Ял çыннине пулăшу кỹрес тĕллевпе ялсенчи потребительсен обществи ытлашши апат-çимĕç продукцийĕсемпе чĕр тавара туяннă. Вăл çулсенче районта 14 ялпо пулнă. Районти потребительсен обществин пĕрремĕш председательне Галкина суйланă. 1932 çулсенче Аслă Елчĕкри, Çĕнĕ Пăвари, Аслă Таяпари, Сăрьелĕнчи, Лаш Таяпари ялпосем лайăх ĕçленипе палăрнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче районта 3 пин ытла пайщик шутланнă. 1952 çулта вара ялпосене пĕтерсе райпо туса хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсем пуçламăшĕнче кирпĕч лавккасем тума пуçларĕç. Пĕр-пĕр суту-илỹ площадки 108 тăваткал метр йышăнатчĕ. Çавăн пек лавкка районта 34 çĕкленчĕ. Вăл çулсенче райпо председателĕнче В.Леонтьев, А.Миронов ĕçлетчĕç. Ялсенче хальхи йышши лавккасем çĕкленсе ларнă май пайщиксен йышĕ те палăрмаллах ỹсрĕ. Учетра 20 пин ытла çын тăратчĕ. Çав вăхăтрах инçетри ялсенче çăкăр пекарнисем тăвас ĕç пуçланчĕ. Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа, Курнавăш ялĕсенчи пекарньăсенче пĕçернĕ çăкăрсене ял çыннисем юратса туянатчĕç. Курнавăшри Н.Смирновпа П.Мордвинов, Лаш Таяпари П.Бикуловпа З.Димитриева, Аслă Пăла Тимешри А.Пчеловпа Г.Лисицын, Аслă Таяпари В.Скворцова заведующисем ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕччĕ. Елчĕкри çăкăр заводне А.Трофимов, Н.Петров ăнăçлă ертсе пычĕç. 1984 çулта кунта çĕнĕ пекарня туса лартнă. 1989 çулта вара завода реконструкцилесе рабочисен ĕçне çăмăллатрĕç. Ку вăхăтра завод директорĕнче Д.Алюкин тăрăшрĕ. Вăл районти çăкăр заводĕнче çĕнĕлĕхсем нумай кĕртрĕ. Кондитер цехне, диспетчер ĕçне йĕркелесе ячĕ. Ку çулсенче районти кашни çын хамăр патăмăрта пĕçернĕ çăкăр-булка изделийĕсене туянатчĕ. Калама кăна, вăл тапхăрта çулталăкне 7 пин тонна яхăн çăкăрпа çăкăр изделийĕсем пĕçернĕ. Çемçе кулачсемпе хура çăкăра, булкăсене лавккасене тракторсемпе, лашасемпе те турттарнă. 1990 çулта ялсенчи пекарньăсене хупрĕç.
Хатĕрлевçĕсем маттурччĕ
Районти хатĕрлев кантурĕ ял çыннисемшĕн нумай ĕçлетчĕ. Мĕн кăна пуçтармастчĕç хатĕрлевçĕсем халăхран. Улма-çырларан пуçласа çĕтĕк-çурăк таранчченех. Пĕринчен тепри маттурччĕ вĕсем. Паллах, пурне те ятран аса илсе пĕтерес çук. П.Соколовăн ĕçри тăрăшулăхшăн панă наградăсем нумай. Хатĕрлев кантурĕн директорĕсем - А.Жирнов, А.Миронов, Н.Соколов, Р.Никонорова, И.Кузнецов, Н.Марков хăй вăхăтĕнче начар мар ĕçленĕ. Вĕсем те патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Р.Никонорова 1994 çулта Пĕтĕм Раççейри потребительсен кооперацийĕн съездне те хутшăннă. 1980 çулта хатĕрлев кантурĕ çĕнĕ çуртра, пысăк базăпа ĕçлеме пуçларĕ. 1990 çулта кунта кăлпасси цехĕ уçăлчĕ. Склад заведующийĕ пулса Х.Шрша ĕçлерĕ.
Сутуçăсен чĕлхи çепĕç
Лавкка тени сентре тулли таварпа, ăшă кăмăллă сутуçăпа илемлĕ. Хĕ-рĕхмĕш çулсенче районта 47 суту-илỹ точки ĕçленĕ пулсан, сакăр вуннăмĕш çулсенче - 77. Районта лавкка пулман ял çукчĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче вара лавккасен йышĕ чакрĕ, хăшĕсем хупăнчĕç те. Райпо лавккисенче мĕнле тăрăшуллă, харсăр сутуçăсем ĕçлетчĕç-ха! Мĕн пытармалли, хĕлле шăнса тăратчĕç вĕт сутуçăсем прилавка умĕнче. Çапах та хăйсен ĕçне юратса пурнăçлакансем нихăçан та нăйкăшман. Çавăнпа та лавкка заведующийĕсене ырăпа асăнса хăварасах килет. Аслă Елчĕкри А.Бурмистрова, В.Молоствова, Аслă Пăла Тимешри Ю.Самакова, Елчĕкри Анатолипе Роза Столбовсем, Кивĕ Эйпеçри А.Казакова, Çĕнĕ Пăвари Е.Головина, Шуршури Е.Данилова, Лаш Таяпари П.Ефремова, Кавалти А.Порфирьев тата ыттисем те тавар туянакансемпе яланах çепĕç чĕлхеллĕ пулнипе палăрнă районта. Ахаль сутуçăра ĕçлекенсем те ял çинче хисепреччĕ. Вĕсене пурне те ятран каласа та пĕтереймĕн. Питĕ йышлăн вĕсем. Ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тесе товароведсем чунĕсене парса ĕçлетчĕç. Хамăр республикăран çеç мар, кỹршĕ облаçсенчен, инçетри хуласенчен те тĕрлĕ апат-çимĕç, пусма-тавар сахал мар турттарнă. Тутар Республикинчен, Ульяновск, Тула облаçĕсенчен, Краснодар хулинчен таварсем турттарма килĕшỹсем туни халĕ те асра. Кирек мĕнле çанталăкра та товароведсем илсе килнĕ апат-çимĕçе ялсене çитерес тесе тăрăшнă. Ун чухнехи çулсене вара халĕ аса та илес килмест.
Апачĕ тутлă пултăр
Районти обществăлла апатлану предприятийĕсем те начар мар ĕçленĕ. А.Лукина, Г.Чернова, А.Анисимов, А.Шашков, В.Фадеев, П.Тихонов директорсем хăйсен ĕçне чунтан пурнăçланипе палăратчĕç. З.Сергеева технолог хисепреччĕ коллективра. В.Петров, Е.Мудрецова, Е.Чумаркова, Н.Жирнова поварсене пĕлмен çын та çукчĕ-тĕр. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен çанă тавăрса вăй хучĕç вĕсем хăйсен профессийĕпе. Хăй вăхăтĕнче районта 28 столовăй халăха вĕри апат çитернĕ. Мĕн каламалли, унччен обществăлла апатлану предприятийĕ çумĕнче сысна ферми те пулнă. Çавăнпа та ресторанпа кафесенче пахалăхлă аш-какайпа кăна сăйланă. Фермăсенчи, шкулсенчи буфетсем те йĕркеллĕ ĕçлетчĕç.
Техĕмлĕ-çке Елчĕк лимоначĕ
Елчĕкри пылак шывсем туса кăларакан цех лимоначĕ районта кăна мар, республикăра, кỹршĕллĕ Тутар Республикинче те тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. Çулталăкра кунта 33 пин декалитр ытла пылак шыв туса кăларатчĕç. Цех директорĕнче В.Леонтьев, А.Краснов тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Вĕсем цеха çĕнĕ оборудованипе пуянлатас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă. М.Мальцева рабочи питĕ маттурччĕ. Сакăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче райпо системинче 600 ытла çын вăй хунă. Вăл çулсенче райпо председательне З.Чумаркова, унăн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен çумне мана, строительство енĕпе ĕçлекен çумне И.Кузнецова суйланăччĕ. Умри плансене пур енĕпе те пурнăçлаттăмăр. Тавар сутмалли плансене тултарнипе çеç çырлахман, çĕнĕ лавккасемпе суту-илỹ центрĕсем тăвас ĕç те хĕрỹ пыратчĕ. Елчĕкри универмага та çав вăхăтра туса пĕтерсе хута янă. Автобаза та пур условисене тивĕçтеретчĕ. Ăна Н.Никифоров ертсе пыратчĕ. Райпо ỹсĕм тунă çĕрте специалистсен тỹпи те пысăк. Паллах, пурне те аса илеймерĕм. Çапах та А.Муравьева тĕп бухгалтера, З.Указова тĕп экономиста асăнмасăр иртеймĕнех. Вĕсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен райпо системинче вăй хучĕç. Ỹсĕм хăй тĕллĕн килмест. Райпори кашни ĕçчен чунне парса ĕçленипе пулнă ун чухнехи çитĕнỹсем. Ял халăхĕшĕн тăрăшнă ĕçре кашнийĕшĕ хăйĕн тỹпине хывнă. Вĕсем пурте хисепе тивĕçлĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: ветерансем (1997 çул).