17 ноября 2010 г.
Учитель çулталăкне халалласа районти тĕп библиотекăра СССР халăх учителĕ Петр Чернов çырнă "Пурнăç таппи" кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Унта районти шкулсенче вĕрентекенсем, тăванĕсем, вулакансем йышлăн хутшăннă. Петр Никифоровичăн ячĕ районта çеç мар, республикăра анлă сарăлнă. Унăн хисеплĕ ятсем сахал мар. Республикăри пĕртен-пĕр СССР халăх учителĕ пухăннисене кĕнекене мĕнле, мĕншĕн çырнине, содержани-йĕпе паллаштарнă, унпа педагогика ĕçĕ-хĕлĕнче усă курма ырă сĕнỹсем панă. Вулакансене кĕнекесемпе тивĕçтерекен пай заведующийĕ Н.Петрова кĕнекери пĕр сыпăка вуланă, краеведени секторĕн заведующийĕ Л.Иванова "СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов" электронлă презентаципе паллаштарнă. К.Леонтьева педагог-краевед кĕнеке пахалăхĕ çинчен чарăнса тăнă. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тава тивĕçлĕ ветерана тав туса ырă суннă. Юлашкинчен тĕп библиотека директорĕ Л.Зайцева педагогсене Учитель çулталăкĕпе саламланă, кĕнеке авторне сувенирсем парса чыс тунă.