Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайран кăна ăнланаççĕ

13 ноября 2010 г.

Пĕррехинче И.П.Павлов академикран "Пурнăçа мĕнле вăрăмлатмалла?" тесе ыйтнă. "Эрех ан ĕçĕр, пирус туртса чĕрене ан сиенлĕр, вара эсир Тициан чухлĕ (Чĕрĕлỹ тапхăрĕнчи пурăннă питех те паллă художник, вăл 99 çула çитсе вилнĕ) пурăнăр", - тенĕ ученăй. Çапла, пурнăçа йĕркеллĕ, сывă пурăнса ирттермелли пĕрремĕш услови - эрех-сăра ĕçменни тесе шутланă аслă физиолог. Алкоголь организма сиенлени çав тери йывăр япала, çак наркăмăш çыннăн мĕн пур органне сиенлет. Эрех-сăра çын организмне сиенленине кăтартакан паллă - ялан ĕçекен çынсен ĕмĕрĕ кĕске пулни. Алкоголь çын пурнăçне 12-15 çул таран кĕскетет! Темиçе çул каялла пулса иртнĕ пĕр тĕслĕх аса килет, ăна пĕрле ĕçлекен юлташ каласа панăччĕ. Психиатрăн ĕç кунĕ вĕçленес умĕн кабинета пăлханчăк сăн-питлĕ çын пырса кĕнĕ. Вăл ывăнни, асапланни курăннă. Чирлĕ çын сывлăшне çавăрса илеймен, çине-çинех питĕнчи тарне шăла-шăла илнĕ. Ун çине тимлĕрех сăнаса пăхсан тухтăр хăйĕн тахçанхи пациентне палласа илнĕ. Анчах епле улшăннă вăл! Карточки çине 44 çулта тесе çырнă, хăй вара 60 çулти çын пекех курăннă. Çав çын тăванĕсемпе ĕçри администраци хистенипе нарколог патне хăйне алкоголизмран сыватма ыйтса пĕрре кăна мар пынă, анчах кашнийĕнчех: "Эпĕ алкоголик мар, кирек хăш вăхăтра та ĕçмешкĕн чарăнма пултаратăп" тесе сипленме пăрахнă. Ку хутĕнче чирлĕ çын хăех пулăшу ыйтнă. Пăлханса, куççульне аран-аран чарса, вăл хăйне хăй епле пĕтернине ăнланса илни çинчен каласа панă. Анчах мĕн тери пысăк хака ларнă çакă. Ялан эрех ĕçнипе чирлĕ çынна пуç ыратни канăçсăрлантарнă, куçне темĕскер курăннă, хырăмлăхра ырă мар туйăннă. Терапевт унăн гипертони, вăраха кайнă гастрит пулнине палăртнă. Эрех-сăра ĕçме пуçĕпех пăрахсан кăна сипленни усăллă пуласси çинчен асăрхаттарнă. Малтанхи вăхăтра чирлĕ çын тухтăр хушнисене пурнăçласа пынă, анчах хăйне кăшт çăмăлрах туйма тытăнсанах ĕçме тытăннă. Çакă унăн сывлăхĕнче тỹрех палăрнă: пуçпа вар-хырăм ыратни çумне лĕклентерни, хăсас килни, сылтăм аяк пĕрчи айĕнче ыратни хутшăннă. Чирлĕ çын виçи чакса кайнă, вăл ватăлнă, шыçăнса кайнă, сывлăшĕ пỹлĕннĕ. Çав чирсен сăлтавĕ эрех-сăра ытлашши нумай ĕçнинчен килнине ăнланнă вăл, анчах ĕçме пăрахма вăй çитереймен. Тухтăр патне пурнăçĕ чăтма çук йывăрланса çитсен тин пынă. Наука аталаннăçемĕн алкоголь сиенне тĕрĕс, тĕплĕн пĕлмелли майсем уçăлаççĕ. Унăн сиенĕ, чăннипех, нумай. Çын организмĕн ĕçне йĕркелекен пур орган та алкогольпе сиенленет. Ĕçнĕ эрехĕн 10 проценчĕ анчах организмран улшăнмасăр тухать, ытти пайĕ вара тĕрлĕ клеткăсемпе тканьсен ĕçне хутшăнать. Ĕçнĕ кашни черкке хыççăнах çын ывăнса, йăвашланса пырать, ыйхă пăсăлать. Хырăмлăхра, пĕверте, ытти органсенче аван мар туйăм палăрать. Ĕçнĕ хыççăн тепĕр чухне ирхине артери юн пусăмĕ хăпарать, чĕре вăйлă тапать. Медицина тĕпчевĕсем эрех ялан ĕçекенсен 95 проценчĕн чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартаççĕ. Чĕре мышци çулланса ларать, дистрофи пуçланать. Вăл ленчешкеленсе каять, юн çỹресси япăхланать. Электрокардиограмма чĕре мышцисем улшăннине, чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартать. Америка ученăйĕ Бринк палăртнă тăрăх, ĕçке ернĕ çынсен кардиограмми хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсемпе палăрса тăрать, çавăнпа çав кардиограмма камăн иккенне пĕлмесĕрех çын алкоголизмпа чирлине диагноз лартма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика