13 ноября 2010 г.
![169 çул халăхпа пĕрле 169 çул халăхпа пĕрле](../Home/594//foto/bank.gif)
Ĕнер Раççейри Перекет банкне йĕркеленĕренпе 169 çул çитрĕ. Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлесе пырать вăл? Ун пирки тĕплĕнрех Раççейри Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн 7507/099 номерлĕ Елчĕкри хушма офисĕн заведующийĕ Алексей Шадриков пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Нумаях пулмасть Раççейри Перекет банкĕ уйрăм çынсемшĕн кредит илнĕшĕн процент ставкисене чакарчĕ. Унсăр пуçне кредит уçнăшăн комисси укçине илессине пăрахăçларĕ. Çакă çĕр-шывра экономика аталанса пынине çирĕплетет. Пытарма кирлĕ мар: Раççейри Перекет банкĕ хăйĕн вăйне ĕмĕрĕпех çирĕплетсе пынă. Халĕ те, ытти банксемпе танлаштарсан, унăн вăй-хăвачĕ чылай пысăкрах.
- Алексей Федорович, халĕ çынсем мĕнлерех кредит илме кăмăллаççĕ?
- Пурнăçра тĕп вырăн йышăнаканнисенчен пĕри - çурт-йĕр хăпартасси. Кунта укçа-тенкĕсĕр ниепле те иртеймĕн. Иртнĕ çул ку енĕпе халăхра ыйту тухса тăман пулсан, кăçал ипотека кредичĕпе çурт-йĕр туянас пирки сахал мар килĕшỹсем пулчĕç. Кунта ипотекăпа çулталăкне 10,5 процент анчах тỹлемелле. Çакна та палăртмалла: Перекет банкĕпе ĕç укçине ятарлă карта çине куçармалли килĕшỹ пулсан, уйрăм условисем те пур. Кил валли кирлĕ япаласем туянма уйăракан укçа-тенкĕ пирки те интереслĕ сĕнỹсем пур. Çавăн пекех юлашки вăхăтра çăмăл автомашинăсем туянма кредит илекенсем те йышлă. Кунта пĕтĕм тĕнчери тата çĕр-шыври автопром компанийĕсемпе тачă çыхăнура.
- Юлашки вăхăтра Интернетра "Перекет банкĕн кредит карттисене массăллăн параççĕ" хыпар тухрĕ. Мĕнле карттăсем вĕсем?
- Тĕрĕссипе, çакă банкăн çĕнĕлĕхĕ. Ку енĕпе эпир маларах та ĕçленĕ. 50 куна çитиччен эсир туяннă япаласемшĕн, таварсемпе панă пулăшусемшĕн илнĕ кредитсемшĕн процент пачах тỹлеместĕр. Çакă пирĕн клиентсемшĕн пусăк пулăшу тесе шутлатпăр. Ку енĕпе 5 пин ытла карта кăларнă.
- Пĕчĕк бизнеса та сахал мар пулăшу паратăр...
- Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 31-мĕшĕччен "Пĕчĕк бизнес кунĕсем" акци иртет. Çак тапхăрта хăйсен ĕçне уçма палăртнă бизнесменсем илекен кредитăн процент виçине сахал тỹлеççĕ. Унсăр пуçне шут расчетне тỹлевсĕр уçаççĕ. Яланхи клиентсем валли "Бизнес-Команда" ятарлă сĕнỹ те пур. Енчен те Перекет банкĕн клиенчĕсем партнерсене контрактсене явăçтарсан, пĕр уйăх хушши "Клиент-Сбербанк" тытăмĕнче счетсемшĕн укçа-тенкĕ тỹлемеççĕ. Тĕрлĕ çĕнĕлĕх тата та сахал мар. Акă, "Бизнес-авто" кредит илес тесен туянакан транспорт хатĕрне салука çеç хывмалла. Çак кредита 5 çуллăха параççĕ. "Коммерческая недвижимость" кредит та кăсăклă. Ăна куçман пурлăха туянма 10 çуллăха уйăраççĕ. Çак кредитшăн тỹлекен процент виçине юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен 1-2 пункт чакарнă. Унсăр пуçне Беларуçра тата "ГАЗ" фирмăра туса кăларнă техникăна туянма илекен çăмăллатнă кредитпа усă курма май пур. Кăçалхи шăрăх çанталăкра хур тỹснĕ агропромышленность предприятийĕсене кредит парас енĕпе те çăмăллăхсем палăртнă. Перекет банкĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас енĕпе те кредитсем уйăрать. Предпринимательсем "Приватизация для малого и среднего бизнеса" кредит илме пултараççĕ. Кунта кредитăн виçи пĕчĕк - çулталăкне 12,3 процентпа анчах танлашать. Кредита 10 çул хушши тỹлемелле. Процент виçи кредитăн срокĕнчен, ипотека виçинчен тата малтанхи тỹлеврен те килет. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вексельсем памалли сроксене те чакарнă.
- Эсир укçа-тенкĕ парса пулăшакан предприятисен аталанăвĕ мĕнле-ши?
- Сăмахран, "Сатурн" ЯХПК пирĕн банкпа 2001 çултанпа тачă çыхăну тытать. Çак тапхăрта вăл Перекет банкĕ уйăрнă кредитсемпе хăйĕн производство фончĕсене çĕнетме усă курнă: çĕнĕ тракторсем, сеялкăсем тата ытти ял хуçалăх техники, çавăн пекех фермăри ытти оборудовани туяннă.
- Ĕнер эсир Перекет банкне йĕркеленĕ куна паллă турăр. Сире, Перекет банкĕнче ĕçлекенсене ĕçре, пурнăçра ăнăçу сунатпăр.
- Тавтапуç.