13 ноября 2010 г.
Чỹк уйăхĕ Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн паллă кунсемпе пуян. Çак шкулта нумай çул хушши ĕçлекен физкультура учителĕн Петр Алексеевич Поповăн, музыка учителĕн Николай Павлович Мустаевăн тата шкул ертỹçин Валерий Пантелеймонович Яковлевăн юбилейĕсем. Виçсĕмĕр те 60 çул тултаратпăр. Хыçа юлнă иртнĕ ĕмĕрте, тĕрĕсрех каласан 1961 çулта, эпир пĕрле Лаш Таяпари вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренме тытăнтăмăр. Çапла вара çак самантран пирĕн çулсем пĕрлешрĕç. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн эпир, виçĕ тус, пĕр-пĕрне ал парса хамăр вĕреннĕ шкулта çамрăк ăрăва вĕ-рентсе пурăнатпăр. Пиртен кашни учитель çулне тĕрлĕрен суйласа илнĕ. Петр Алексеевичпа иксĕмĕр сакăр çул вĕреннĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕтĕмĕр. Алла диплом илсен тăван шкулта ĕçлеме тытăнтăмăр. Кăçал вара 42-мĕш вĕренỹ çулне пуçларăмăр. Валерий Пантелеймонович вĕрентекен ĕçне кăшт каярах суйласа илчĕ. Малтан вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ. Районти спорт комитетне, тăван ялта комсомол организацине ертсе пыма та ĕлкĕрчĕ вăл, анчах мĕн ачаран ĕмĕтленни ăна пĕрре те канăç памарĕ. Куçăмсăр майпа вĕренсе тăван шкула физкультура учителĕ пулса таврăнчĕ. Пултаруллă та ăш пиллĕ çамрăк учителе часах асăрхарĕç, ăна тăван шкула ертсе пыма директора суйларĕç. Пĕр тапхăр директорăн çумĕ пулса ĕçлерĕ. 15 çул ертỹçĕ тилхепине çирĕп тытса пырать юлташăмăр. Валерий Пантелеймонович Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене илме тивĕçлĕ пулчĕ. Валерий Пантелеймонович _ çирĕп çемье пуçлăхĕ. Ашшĕпе амăшĕ никĕсленĕ хуçалăха çирĕп тытса пырать. Вĕсем Валя мăшăрĕпе икĕ ача пăхса ỹстернĕ. Ачисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Петр Алексеевичпа манăн кун-çул пĕрешкел. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне пĕр парта хушшинче ларнă, каярах та пĕрле вĕреннĕ. Иксĕмĕрĕн те тăван шкулта ĕçлеме тỹр килчĕ. Петр Алексеевич спорт, физкультура енĕпе кайрĕ. Вăл кире пуканне йăтассипе спорт мастерĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Петр Алексеевичпа Зоя Федотовна виçĕ ача çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ тăван шкулта ачасене вĕрентнĕ. Хăтлă кил-çуртра ватă амăшне пăхса пурăнаççĕ. Эпĕ вара вĕрентỹпе воспитани парас ĕçе ачасене музыка вĕрентнипе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра шкулта тата шкул çумĕнчи "Улыбка" ача садĕнче ачасене музыкăн асамлă тĕнчине ăнланма пулăшатăп. Пушă вăхăтра тăван ял, унăн çыннисен кун-çулне тĕпчесе чылай пысăк материал пуçтартăм. Ĕмĕр тăршшĕпех район хаçачĕпе çыхăну тытатăп, унта тĕрлĕ темăпа статьясем çырсах тăратăп. Ватлăх алăкран шаккать. Тунă ĕçсене тата тумаллисене тишкермелли вăхăт. Апла пулсан çамрăк ăрăва малалла та хамăр ăсталăха, пултарулăха параятпăр-ха эпир. Тивĕçлĕ канăва тухнипе пурнăç вĕçленмест, вăл малаллах шăвать...