Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ - аслă çул

13 ноября 2010 г.

Пурнăç çулĕ - аслă çул

 Чỹк уйăхĕн варрине çитрĕмĕр пулсан та çанталăк ăшах тăрать-ха. Çавăнпа та Настя аппа качакине пăралуккана кăларать. Лешĕ вара кĕр енне кайсан симĕсленнĕ курăка аванах çиет. Чăххисем çинчен те манмасть ватă, вĕсем валли кĕсьене симĕс курăк чиксе килет. Кăнтăр вăхăтĕнче аванах ăшăтакан хĕвел çине тухнă чăхсем хапха умĕнче кăтăклатса çỹреççĕ. Хĕвеле хирĕç пурăнать Анастасия Федорова. Пилĕк стеналлă йывăç пỹрте урам енчен илемлетнĕ. Хуралтăсем те чаплă. Вăхăтĕнче картиш тулли выльăх усратчĕç, пỹрт тулли ача-пăча хĕвĕшетчĕ, юратнă мăшăрĕ те юнашарччĕ. Шел, халĕ кил картийĕ те, çурчĕ те пушă. Анчах ватлăхра пĕччен пурăнмасть, 95 çул тултарнă амăшне хăй патне илсе килнĕ. Иккĕшне тунсăх мар, пĕр-пĕринпе калаçса йăпанни мĕне тăрать. Хăтлă та тирпейлĕ пурăнаççĕ амăшĕпе хĕрĕ. Настя аппа, авă, качакана кăкарма кайнă, вăл килнĕ çĕре автомат- машина япала çăвать. Пỹрт ăшă, шыв кранран юхать. Ачисем амăшĕпе кукамăшĕн ватлăхĕ çăмăл пултăр тесе ăшталанни туйăнать. Ултă пĕр тăван манмасть вĕсене, килсех тăраççĕ тăван киле. - Пурнăç лайăх халĕ. Анчах ватăлтăмăр, сывлăх хавшакланчĕ. Юн пусăмĕ пысăккипе аптăратăп,- пĕлтерет ĕмĕрне тăван хуçалăхра тар тăкса пенсие тухнă А.Федорова. Анастасия Петровнăн амăшĕ, Ирина Григорьевна Ермакова, Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шăпи çăмăл пулман унăн. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă. Виçĕ уйăх ликбезра вĕреннипех çырлахма тивнĕ ăна. Сас палли çумне сас палли хутăштарса çеç вуланă вăл. Ăс-тăнĕ çивĕч, шута лайăх пĕлет, пинсене те ним мар шутлать. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхнĕ хĕр. Вăл вăхăтра ял çынни килти хуçалăхра тар тăкнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Пиччĕшĕ авлансан кĕçĕн хĕр килте ытлашши пулнă-тăр çав, ăна çамрăклах качча панă. Кушкă ялĕнчи Петр Ермолаев çураçма килсен Урикке хирĕç пулман. Пулас упăшкине яла тăванĕсем патне улаха килсен пĕрре мар курнă вăл. Çирĕм çулхи каччăн пурнăçĕ те çăмăл пулман, ашшĕпе амăшĕ, чирлĕскерсем, вырăнпах выртнă. Хуçалăха тытса пыма арăм кирлех йĕкĕте. Йывăрлăхран хăраман, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланакан мăшăр кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пуçланă. Çамрăк çемье хăйсен çĕрĕ çинче тар тăкнă. 1932 çулта Ермаковсем пĕрлешỹллĕ хуçалăха кĕнĕ. Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Хĕрĕхмĕш çулсенче ял арçынĕсене вербовкăпа Мускаври завода ĕçлеме янă. Ял çыннисемпе пĕрле Петр Яковлевич та ултă уйăха кайма килĕшỹ тунă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче çемьешĕн çунакан арçын ялтан тухса кайнă. Урикке аппан чĕри сỹлетсе ыратнă, ырă мара сиссе ăшĕ вăрканă унăн. Хĕрарăма çывăх кунсенче ача çуратмалла пулни те сехĕрлентернĕ. Тепĕр тăхăр кунтан вăрçă пуçланнă, Петя пичче вăрçăн малтанхи кунĕсенчех салтак гимнастерки тăхăннă. Малти лининче пулнине пĕлтерсе пĕр çыру янă та вăл, текех унтан ялтисем пĕр хыпар та илмен. Вăрçă пуçлансан тăватă кунран Урикке аппа тăватă ача амăшĕ пулса тăнă. Шел, вăрçă ачин кун-çулĕ кĕске пулнă, пĕчĕккĕлех çĕре кĕнĕ вăл. Виçĕ ачине ура çине тăратас тесе нумай тар тăкнă хĕрарăм. Выçăллă-тутăллă çитĕнекен ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ. - 1945 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мăнкун пулчĕ. Çав кун киле мăшăрăм кĕрсе тăчĕ, - тет Ирина Григорьевна иртнине куç умне кăларса тăратса. Те савăнмалла ку чухне, те йĕмелле. Пĕр сас-хура та паман упăшкишĕн кулянса куççулĕ тахçанах типнĕ хĕрарăмăн. Çапах та вăл сывă пулнинчен пысăк телей çук арăмĕпе ачисемшĕн. П.Ермаков 1942 çулта тыткăна лекнĕ иккен. Унтан хăтăлсан Кемерево облаçне ĕçлеме янă. Мăшăрĕ яла килсе кайнă вăхăтра йывăр çынланать Урикке. Унтан çемье кил хуçипе пĕрле пулас тесе инçете пурăнма тухса каять. Нумай тытăнса тăмаççĕ ял çыннисем ют çĕрте, тăван тăрăхах таврăнаççĕ. Яла киличчен тепĕр ача çуратать Урикке. - Хырăм пăрахса çылăха кĕмен. Турă панине алла илме тăрăшнă. Вĕсене пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстертĕм. Мухтав Турра, - тет паян 95 çула хыçа хăварнă Ирина Григорьевна. Пилĕк ачине пĕччен тенĕ пек пăхса ỹстернĕ пăрчăкан пек вăр-вар, маттур хĕрарăм. Упăшки çумĕнче йăпанса, ăшăнса та ларайман вăл. - Хам ĕмĕрте тахăр çул ытларах арçынпа юнашар пурăннă, - тет вăл. Çитмĕлмĕш çулта упăшки Кемерево тăрăхĕнчех çĕре кĕнĕ. Унтанпа пилĕк ача амăшĕ ачисемпе йăпанса пурăннă, тăван колхозра ĕçленĕ. Пахча çимĕç бригадинче тар тăкнă. Вунă çул тултарнă ачасене те пай панă вăл çулсенче. Амăшĕпе юнашар тăрса ĕçленĕ ачисем. Ал ĕçĕ тума питĕ ăста пулнă Урикке аппа. Хĕрĕсем те амăшĕнчен юлман. Ĕçсĕр ларма юратман. Суккăрланиччен çăм арланă, мăнукĕсемпе ачисене çăм нуски çыхса парса савăнтарнă. Амăшне тĕпренчĕкĕсем юратса пăхнă. Йывăр çулсенче хăйсене ура çине тăратнăшăн тав тунă. Ватлăх енне кайсан ытларах ачисем патĕнче пурăннă вăл. Кушкăри çуртне сутса янă. Пĕччен пурăнайман ватă. Икĕ пинмĕш çул И.Ермаковăна пысăк, çĕр йăтайми хуйхă илсе килнĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех пилĕк çывăх тăвана пытарнă вăл. Амăшне хăйĕн тĕпренчĕкĕсене пытарма Турă ан хуштăрах тетпĕр те, Урикке аппа çав нушана та курнă çав. Ывăлĕпе хĕрĕ, кĕрỹшĕсем вилсен чăтаймарĕç пулĕ унăн куççулĕ кайман сенкер куçĕсем, суккăрланчĕ. Çиччĕмĕш çул вăл тĕнче илемне кураймасть. Настя хĕрĕн мăшăрĕ çĕре кĕрсен яланлăхах ун патне куçса килнĕ. Халĕ вăл пăхса пурăнать ăна. - Ман пек ырлăхра пурăнакан çук пулĕ, - тет вăл. Урикке аппа лайăх калаçать, иртнĕ кунăн кашни самантне асра тытать, нимĕн те манман. Утса тухнă кун-çул урапи темле сулăнчăкра пулсан та çынлăхран тухманнине, ят хисеплине палăртать. Хăнăхнă йăлапа пỹртре хăех утса çỹрет. Хĕрĕ Турă кĕнекисене вуласа панине итлеме юратать. Телевизорпа çанталăка итлет. Хĕрне çăмăлтарах пултăр тесе мунчана хăех утса каять. Пилĕк ачинчен пĕри çеç сывă Урикке аппан. Настя аппа та çамрăк мар - 74 çулта. Куçĕсене хура чаршав карсан та нăйкăшмасть ватă. Темле нуша курсан та вăрăм ĕмĕр тăршшĕне утса тухнăшăн савăнать вăл. "Пурнăç çулĕ - аслă çул", - тесе ырă сунсах, тахçантан пĕрре килекен çынна вĕри чейпе сăйламасăр ямастпăр тесе сĕтел хушшине лартса, ăшшăн ăсатса ячĕç амăшĕпе хĕрĕ. 

Сăн ỹкерчĕкре: хĕрĕпе амăшĕ. Вĕрентекен çулталăкĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика