Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ манăçмасть

13 ноября 2010 г.

Унăн ячĕ манăçмасть

Чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă олимпиец Арадалион Васильевич Игнатьев çуралнăранпа 80 çул çитет. А.Игнатьев ку тĕнчерен куçса кайнă пулин те унăн кун-çулĕ ĕмĕр манăçми. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕрет, кунти спорт кружокне çырăнать, спортри маçтăрлăхне куллен ỹстерсе пырать. Кунта вĕреннĕ вăхăтра, иккĕмĕш çулхинех чупас енĕпе çĕнĕ рекордсем тăвать. Ăна Канаш хулинчи спортсменсен командине кĕртеççĕ. Çамрăк каччă Канаш хулин чысне хỹтĕлеме тытăнать. 1950 çулта 100 метра 11,1 çекунтра чупса тухса Чăваш Республикин çĕнĕ рекордне тăвать. Институтран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн ăна хамăр районти Тăрăмри 7 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме яраççĕ, кунта вăл математикăпа физика предмечĕсене вĕрентет, çав вăхăтрах районти физкультурăпа спорт комитечĕ çумĕнчи çăмăл атлетсен секцине ертсе пырать. РСФСРти ялсенчи спортсменсен Нальчик хулинче иртнĕ ăмăртăвне хутшăнса 400 метра 51,3 çеккунтра чупса тухса лайăх тĕслĕх кăтартать. 1952 çулта 400 метра 48,5 çеккунтра чупса тухса Совет Союзĕн спорт мастерĕ ятне çĕнсе илет. Çакăн хыççăн А.Игнатьев Ленинградри физкультура институтне вĕренме кĕрет. 1952 çулта унăн XV Олимп вăййисене хутшăнма тивнĕ. Çак çул вăл чупас енĕпе Совет Союзĕн рекордне 3 хутчен çĕнетет. Тепĕр çулхине Ардалион Васильевич Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне хутшăнса çĕнĕ рекордсем тăвать. 1953 çулта чылай пысăк ăмăртусене хутшăнать. Вĕсенчен чи паллăраххи _ Европăри мала тухассишĕн пынă ăмăрту. Тепĕр çул А.Игнатьев 400 метра 46,6 çеккунтра чупса тухса Европа чемпионĕн ятне илет, Совет Союзĕн çĕнĕ рекордне тăвать. Кун хыççăн СССРти çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ ăмăртура результат лайăхланать. 400 метра 46,1 çеккунтра чупса тухать. Вăл Финляндире, Польшăра, Венгрире, Демократиллĕ Германи Республикинче, Англире, Чехословакире пулать. Кашни ăмăртурах хамăр çĕр-шывăн спортсменĕсем çине хунă шанăçа тỹрре кăларать, пур çĕрте те малти вырăна тухать. Игнатьев Чăваш Енри çăмăл атлетсене спортăн пысăк çулĕ çине йыхравлать. Унăн вĕренекенĕ Патреккел каччи Анатолий Миллин тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăрать. А.В.Игнатьев - чăвашран тухнă пĕрремĕш олимпиец, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, çĕр-шыв чемпионĕ, Европа чемпионĕ ятсене темиçе хутчен çĕнсе илнĕ. 1998 çулта юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă. Паллă спортсмена чысласа Шупашкарта Б.Хмельницкий урамĕнчи масарта палăк лартнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ унăн ячĕпе хисепленет. Елчĕкри çĕнĕ урама унăн ятне панă. Шупашкарта та А.Игнатьев урамĕ пур. Чăваш Республикин тĕп хулинчи Олимп резервĕсен шкулĕ те унăн ячĕпе хисепленет. Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ çуралса ỹснĕ Ĕнелĕнчи çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Кашни çулах Елчĕк енре А.В.Игнатьев ячĕпе çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем ирттереççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: А.В.Игнатьев (сылтăмра) Чулхулара 1982 çулта спорт тусĕсемпе пĕрле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика