13 ноября 2010 г.
Глаукома - куçăн йывăр чирĕ. Ытларах унпа 40-рен иртнĕ çынсем аптăраççĕ, анчах çамрăк çынсем те чирлеме пултараççĕ. Чир сисĕнмесĕр пуçланать, юлашкинчен çын суккăрланса ларма та пултарать. Чир пуçланнин сăлтавĕ - куçри юн пусăмĕ ỹсни. Куçри юн пусăмĕ куçри шĕвек тăтăш куçнипе йĕркеллĕ виçере тăрать. Шĕвеке мĕн те пулин куçма чăрмантарсан пусăм ỹсет. Чирĕн малтанхи паллисем: куç тĕтреленни, çутă йĕри-тавра асамат кĕперĕ пек ункăсем курăнни, куç хытă ыратма тытăнни тата куç çивĕчлĕхĕ чакни. Глаукома хăй çинчен çапла систерет: куç питĕ ыратма тытăнать, хĕрелет, куç хупанки шыçать, куç шăрçи сарăлать. Пуç та ыратать. Лĕклентерет, хăстарать, вăй-хал пĕтет, вар-хырăм пăсăлать. Çак паллăсене пула глаукомăна гриппа, менингитпа, мигреньпе, шăл ыратнипе пăтраштараççĕ. Кун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр куç врачĕ патне каймалла. Нумай чухне чире ăнсăртран тупса палăртаççĕ: куçлăх суйласа илнĕ чухне, профилактика тĕрĕслевĕнче е пĕр куç япăхрах курма тытăнсан. Глаукома шала кайнă пулсан операцисĕр куçа сыхласа хăвараймăн. Хальхи вăхăтра ăна сиплеме лазерпа тата ультрасасăпа усă кураççĕ. Сипленнипе пĕрлех кун йĕркине пăхăнмалла. Талăкра 8 сехетрен сахал çывăрмалла мар. Чирлĕ çыннăн йывăр, пĕшкĕнсе ĕçлеме юрамасть. Юн пуçа пыни уншăн сиенлĕ. Тарăхма, кулянма, хĕвел çинче, тĕттĕмре нумай пулма юрамасть. Температура тăрук улшăнни те уншăн сиенлĕ. Вĕри мунча кĕмелле мар. Рационра сĕт апачĕ тата пахча çимĕçпе улма-çурла нумай пулмалла. Кашни çыннăнах виçĕ уйăхра пĕрре куçри юн пусăмне тĕрĕслеттермелле. Пирĕн районта пурĕ куç чирĕсен инваличĕсем 147 çын, вĕсенчен 7-шĕ ачасем. 2008-2010 çулсенчи хушма диспансеризаци вăхăтĕнче глаукома чирĕпе 2 çын чирлине тупса палăртнă. Вĕсене вăхăтлă операци туса сипленĕ.