13 ноября 2010 г.
Вăрах чирсенчен чи анлă сарăлнисенчен пĕри - сахăр диабечĕ. Вăл пурнăç пахалăхне чылай япăхлатать, час-часах инвалида кăларать. Юлашки çулсенче çак чирпе аптăрасси палăрмаллах ỹсрĕ. Официаллă кăтартусем тăрăх унпа 2009 çул вĕçне Раççейре 3 млн яхăн çын чирлĕ, вĕсен шутĕнче ачасем те чылай. 2000 çултан пуçласа 2008 çулччен кăна 800 пин çын сахăр диабечĕпе чирлине тупса палăртнă. Тата миçе пин çын, чирлĕскерсем, тĕрĕсленмесĕр çỹреççĕ-ха... Çак чир çинчен пĕрремĕш аса илỹсем авалхи Египетрах тĕл пулаççĕ. "Диабет" тени вара грек чĕлхинчен куçарсан "витĕр тухса каять" тенине пĕлтерет, урăхла каласан, шыв организмран пĕр тытăнса тăмасăрах усăсăр тухса пĕтет. Çăвар типни, шыв нумай ĕçес килни, час-часах шăртни, ỹт-пỹ кĕçĕтни, суран часах ỹт илменни, ал-ура туйăмне çухатни, шăнăр туртни, мăнтăрланса е имшерленсе кайни - çаксем пурте сахăр диабечĕн пĕрремĕш паллисем. Енчен сирĕн çак паллăсенчен пĕри те пулин пулсан сахăр çине юн парса тĕрĕсленни лайăх. Юн çинчи сахăра выç хырăмла (юлашки апат çинĕрен- пе 8 сехет иртсен) тĕрĕслеççĕ. Икĕ хут илсен те сахăр 7,0 ммольỸл-тан иртсен сахăр диабечĕ тесе йышăнаççĕ. Енчен те 7-рен пĕчĕк, 5, 6-ран пысăкрах пулсан сахăр диабечĕ тесе шутлама тепĕр тĕрлĕ тест тумалла. Ăна сире пăхса тăракан тухтăр палăртать. Мĕн илсе пыма пултарать-ха сахăр диабечĕ патне? Паянхи кунччен çак чир пуçланасси çинчен наука ĕçченĕсен, тухтăрсен пĕр шухăшлăхĕ çук. Ытларах чухне вăл йăх-несĕл енĕпе, тепĕр чухне апатлану йĕркине пăхăнманни çак чир патне илсе пырать. Хăш-пĕр чухне йывăр инфекци чирĕ, стресс, çие юлсан, пысăк операцисемпе сурансем хыççăн, хăш-пĕр эмел ĕçсен те пулса кайма пултарать. Мĕн пулса иртет-ха организмра сахăр диабечĕ чухне? Пирĕн пĕтĕм апат çусенчен, белокран, углеводсенчен тăрать. Апатпа кĕнĕ углеводсем хырăмлăх парĕсен тĕлĕшĕпе глюкозăна çаврăнаççĕ, юна кĕреççĕ. Глюкоза пĕтĕм клеткăна саланать, ăна ĕçлеме энерги парать, юлнă пайĕсем пĕверте саппаса кĕрсе лараççĕ. Глюкозăна клеткăна кĕме инсулин кирлĕ. Инсулин çителĕксĕр, е çук чухне çак пулăмсем пулса иртмеççĕ. Глюкоза клеткăна кĕреймест, ăна энерги параймасть. Пĕтĕм глюкоза юнра çỹрет, çавăнпа унăн виçи юнра нумайланать. Сахăр диабечĕ темиçе тĕрлĕ пулать: инсулина пăхăнаканни, инсулина пăхăнманни тата çие юлнисен диабечĕ. Инсулина пăхăнакан сахăр диабечĕ час-часах тĕл пулмасть. Унпа ытларах ачасем, çамрăксем чирлеççĕ. Кун пек чухне инсулинпа усă кураççĕ. Инсулина пăхăнман сахăр диабечĕ ытларах тĕл пулать. Вăл майĕпен, çулран-çул аталанса пырать. Кун пек чухне апат йĕркине пăхăнмалла, сахăр виçине чакаракан эмелсем ĕçмелле. Ытларах чухне апат йĕркине пăхăнни сахăр виçине юнра чакарать. Апла пулсан, тĕрĕс апатланни сывлăхпа вăрăм ĕмĕр никĕсĕ пулса тăрать. Сахăр диабетне маларах тупса палăртни пурăнас кун-çула вăрăмлатать. Çавăнпа та районта пурăнакан кашни çынна хăвăр сывлăхăрпа интересленме ыйтасшăн. Юнри сахăр шайне пĕлес тесен пĕтĕмĕшле практика врачĕсен уйрăмĕсене е районти тĕп больницăна пымалла. Хăвăрăн юнри сахăр виçине анализ парса тỹрех пĕлме пултаратăр. Районти кашни пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче сахăр диабечĕн шкулĕн занятийĕсем эрнере пĕр хут иртеççĕ. Хамăр сывлăха упрар. Сахăр диабечĕпе шỹтлеме юрамасть.