Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аякри ялсене те манмаççĕ

13 ноября 2010 г.

Аякри ялсене те манмаççĕ

Районти ялсене çитерекен çулсене çĕнетсех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Аслă Таяпапа Шуршу ялĕсем хушшинчи çул-йĕре анлăлатассипе ĕçлеççĕ. Акционерсен уçă "Дорисс" обществин 4-мĕш стройуправленийĕ икĕ яла çыхăнтаракан çула çĕнетме пуçăннăранпа вăхăт нумай иртмерĕ. Çапах вĕсем 5 çухрăм çула анлăлатма ĕлкĕрчĕç çеç мар, 3,5 çухрăм çине те çĕнĕрен асфальт хучĕç. Çанталăк условийĕсене пула, кăçал ĕçе вăхăтлăха чарчĕç. Çул-йĕр ăстисем Канаш - Комсомольски - Елчĕк автоçул çине Аслă Таяпаран тухакан çула та юсарĕç. Çула анлăлатнă вăхăтра çĕнĕ технологипе - геосеткăпа усă кураççĕ. Çакă та çул-йĕр пахалăхне ỹстерме тивĕç - вăл малашне çуркаланмĕ. Малашне Шуршу ялне маршрутлă автобус çитесси пирки те шанăç пур. Çула çĕнетес енĕпе тепĕр çулталăкра каллех пысăк ĕçсем пурнăçламалла. 

Сăн ỹкерчĕксенче: район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов, ертсе пыракан специалисчĕ Н.Петров, акционерсен "Дорисс" уçă обществин 4-мĕш стройуправленин ертỹçи Б.Михайлов; хăватлă техника ĕçре.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика