Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чи лайăх класс" конкурс

10 ноября 2010 г.

 Учитель çулталăкне халалласа районта тĕрлĕрен конкурссем йĕркелеççĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов тата район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ районта "Чи лайăх класс" конкурс ирттереççĕ. Ăна пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенчи класс коллективĕсен пултарулăхне уçас, ачасен пурнăçри интересĕсене, талантне тупса палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Конкурса районти шкулсенчи 9,10 тата 11 классем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнакансен 2011 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайне класс коллективĕн портфолионе тăратмалла. Унта класс ĕçне пĕтĕм енчен çутатмалла. Вĕренекенсем çул çитмен ачасен комиссинче пулманни тĕп вырăнта. Кунтах класс ертỹçисен ĕç-хĕлне те тишкереççĕ. Классен ĕçĕсене сакăр çынран тăракан комисси пăхса тухать. Çĕнтерỹçĕ- класс Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн дипломне тата Мускава экскурсие кайма тивĕçет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика