10 ноября 2010 г.
Лаш Таяпасем çак кунсенче наци кĕрешĕвĕ енĕпе кăсăкланакансене ăмăртăва чĕнчĕç. И.Павлов уйрăм предприниматель Лаш Таяпа ялне аталантарас енĕпе сахал мар вăй хунă: кунта кĕрешỹçĕсен залне уçма пулăшнă, спортсменсене тĕрлĕ ăмăртусене тухса çỹреме транспорт уйăрнă, спорт енĕпе ялта тата тăван шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Шел, 2 çул каялла вăл пурнăçран уйрăлнă. И.Павлова асăнса ирттерекен ăмăртăва хутшăннисене хамăр ентешсем О.Захаров, Г.Димитриев, В.Васильев, Н.Угаслов, С.Ермакова, Л.Князев, В.Александров, Г.Адюков, С.Самсонов, О.Александров, А.Ильин, И.Данилов, И.Семенов, А.Петров, А.Плотников тата ыттисем саламланă. Кавир çине Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Кушкă, Яманчỹрел, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матаки ялĕнчи спортсменсем тухнă. Абсолютлă чемпион ятне Яманчỹрелти А.Рахмуллин çĕнсе илчĕ. Вăл 60 килограмран йывăртарах виçере ăмăртнă. Унпа тупăшакан Аслă Елчĕкри А.Шаковпа Яманчурелти В.Марков - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ытти виçесенче палăрнă кĕрешỹçĕсем: 60 кг: 1. В.Тютин (Матаки). 2. М.Воронин (Лаш Таяпа). 3. Э.Дергунов (Кушкă). 55 кг: 1. Э.Адюков (Аслă Елчĕк). 2. А.Иванов (Яманчỹрел). 50 кг: 1. И.Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Г.Зайцев (Кушкă). 45 кг: 1. А.Шингарев (Матаки). 2. Д.Карсаков (Яманчỹрел). 3. А.Федоров (Аслă Елчĕк). 40 кг: 1. Е.Яковлев (Лаш Таяпа). 2. П.Васильев (Яманчỹрел). 3. А.Салмин (Лаш Таяпа). 36 кг: 1. Н.Ермолаев (Матаки). 2. А.Арефьев (Лаш Таяпа). 3. А.Падуев (Аслă Елчĕк). 32 кг: 1. С.Салмин (Лаш Таяпа). 2. А.Хушкин (Аслă Елчĕк). 3. Д.Воронин (Лаш Таяпа). 27 кг: 1. В.Теренин (Лаш Таяпа). 2. П.Матвеев (Яманчỹрел). 3. Н.Александров (Лаш Таяпа). 24 кг: 1. А.Тябуков (Лаш Таяпа). 2. В.Фадеев (Яманчỹрел). 3. М.Сметанин (Лаш Таяпа). Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсем, хаклă парнесем парса чысланă. Куçса çỹрекен кубок кăçал та Лаш Таяпасенче юлнă.